АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулăва чĕнетпĕр

28 мая 2011 г.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ пулнăранпа 66 çул çитнине Раççейре кăçал анлă паллă турĕç. Мускавра тата ытти хуласенче парадсем иртрĕç. Канашри педагогика колледжĕнче (маларах вăл педучилище пулнă) çак паллă куна çулсеренех тивĕçлипе кĕтсе илеççĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме педучилищĕре ĕçлекенсем хăйсен ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. 22 сотрудник, 11 преподаватель çапăçу хирĕсенчен таврăнайман.

Педколледжра 1994 çулта музей уçăлнă. Унта чылай документпа, экспонатпа, фронтран янă çырусемпе тата ытти материалсемпе паллашма пулать.

Вăрçа хутшăннисем тăтăшах колледж студенчĕсемпе тĕл пулаççĕ, калаçусем ирттереççĕ, патриотизм ыйтăвĕсене хускатаççĕ.

1991 çултан колледжра вăрçă çулĕсенче вĕренсе тухнисен тĕл пулăвне ирттересси йăлана кĕнĕ. 1941—1945 çулсенче пĕлÿ илнĕ, педучилище пĕтернĕ çынсем хальхи педколледжри студентсемпе тĕл пулса калаçаççĕ. Çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма, вăрçăра пуç хунисен ячĕсене асра тытма сĕнеççĕ.

Кăçал та Çĕнтерÿ пулнăранпа 66 çул çитнине асăнса 1941—1947 çулсенче педагогика училищине вĕренсе пĕтернисене тĕл пулăва чĕнетпĕр. Вăл июнĕн 10-мĕшĕнче Канашри педагогика колледжĕнче иртет. Хăнасем вĕренекенсемпе тĕл пулса хăюлăх урокĕсем ирттерĕç, сĕтел хушшинче калаçу малалла тăсăлĕ, юрă-ташăпа та савăнтарĕç.

Вăрçă çулĕсенче Канашри педагогика училищине пĕтернисене çÿлерех асăннă кун 10 сехет тĕлне пыма йыхравлатпăр.

Пĕр-пĕринпе калаçмалли, иртнĕ йывăр çулсене аса илмелли пирĕн пурах. Юлташсен мирлĕ пурнăçра ырă курса кун-çулне ирттермеллеччĕ. Шел, ĕмĕрне вăрçă татрĕ. Вĕсене эпир манмастпăр.

Вăрçă çулĕсенче Канашри педагогика училищинче вĕреннисемпе калаçас килет. Кăмăлтан тĕл пулăва чĕнетпĕр. Эсир ачасене пĕлÿ парас ĕçре ĕмĕрĕпех тăрăшнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика