28 мая 2011 г.
«Килĕшÿллĕ, пĕр-пĕрне ăнланса 51 çул пĕрле пурăнакан çемье» теççĕ Виçпÿрт ялĕнчи Тихоновсене. Ку сăмахсем çумне хушса калаймăн. Тивĕçлĕ канăва кайичченех иккĕшĕ те ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшнă. Ольга Ильинична мĕн пĕчĕкренех малтан «Хунав», каярахпа Ленин ячĕллĕ колхозсенче вăй хунă, «Комсомольский» совхозран тивĕçлĕ канăва кайнă. Унăн тĕрлĕ ĕç тума тивнĕ. Тырă вырнă, утă çулнă... «Çанталăк яланах пĕр пек килмест. Йĕпе-сапаллă вăхăтра килти ĕçсене пăрахсах колхоз хирĕсене васканă. Çапах та хамăр хуçалăха та юхăнтарса яман. Çĕр улми, пахча-çимĕç çитĕнтернĕ, вы-льăх-чĕрлĕх те усранă»,— тет Ольга Ильинична. Вĕсем мăшăрĕпе 9 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Ульхан ачалăхĕ çăмăл килмен. 1936 çулта çуралнăскерĕн 6 çула çитичченех аслисемпе пĕрле ĕçлеме тивнĕ. Вăл вăхăтсене О.Тихонова ассăн сывласа аса илет.
Вăрçă хыççăнхи çулсем çăмăл пулман. Çитĕнсе çитмесĕрех тырă вырнă. «Çурлапа каснă йĕрсем пÿрне çинче халĕ те пур»,— каласа парать Ольга Ильинична.
Ашшĕ, Илья Петрович Жуков, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă. Çемьене çак хурлăхлă хыпар хытах хуçса хăварнă. Ульхан татах яваплăх ÿснĕ.
1960 çулта Савватий Тихоновпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. 9 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ, çурт-йĕр çĕклеççĕ. Ачисем те ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, ашшĕ-амăшне хисеплеççĕ.
Савватий Иванович мĕн пенсие кайичченех малтан Ленин ячĕллĕ колхозра, ун хыççăн «Комсомольский» совхозра механизаторта тăрăшнă. Хăйне пур енĕпе те лайăх енчен çеç кăтартнă.
Ял хуçалăх отраслĕнче çулталăк тăршшĕпех ĕç чарăнса тăмасть. С.Тихонов пур çĕре те ĕлкĕрнĕ. 40 çул ытла механизаторта ĕçлесе унăн тĕрлĕ ĕç тума тивнĕ. Вĕсене пурне те пахалăхлă пурнăçласа пынă.
Хастар ĕçшĕн вăл пĕр хутчен çеç мар Хисеп грамотисене, хаклă парнесене, медальсене тивĕçнĕ. Çакă Савватий Иванович ăста, хăйне шаннă ĕçсене кирлĕ шайра пурнăçланине туллин çирĕплетет. Унран çамрăк механизаторсен тĕслĕх илмелли пурах.
Тихоновсем 20 мăнукпа, мăнукĕсен 3 ачипе савăнаççĕ. Савăнмасăр, ывăл-хĕр çитĕнтернĕ, пурнăçĕсене ĕçре ирттернĕ. Тихоновсем чăннипех те чыс-хисепе тивĕçлĕ.
Источник: "Каçал Ен"