АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăк пирĕн ырлăх, пуянлăх

28 мая 2011 г.

(Кĕтне хĕрринче çуралнă шухăшсем)

Эпир пурте — çут çанталăк ачисем. Пирĕн пурнăç, сывлăх яланах унпа таччăн çыхăннă. Эпир çакна пĕлместпĕр теме çук, анчах чун-чĕрепе ăнланма тăрăшмастпăр. Час-часах ăна юратас, хисеплес чух, пулăшас вырăнне сиен те кÿретпĕр.

Кĕтне шывĕ, «Сельхозтехника» плотини хĕрне те темĕн чухлĕ çÿп-çап тăкатпăр. Хушăран таса мар производство каяшĕсене те, сиен кÿнине пĕлсех, тасатмасăр Кĕтнене юхтарса кăларни пулкалать. Шыв хĕрне канма пыракансем кунта çÿп-çап тăкман вырăн шыраса хăшкăлаççĕ. Кайран кăвайт хурса пулă шÿрпи пĕçерсе, ĕçсе-çинĕ хыççăн, хăйсем те эрех-сăра савăчĕсене, апат-çимĕç пакечĕсене пăрахса хăвараççĕ. «Пирĕн хыççăн хуть тĕнче пĕттĕр» тесе шутлаççĕ пулас. Канма ытларахăшĕ чаплă машинăсемпе пырать, культурăллă çынсем темелле. Çинĕ-ĕçнĕ хыççăн юлнă савăт-сапана машинăна хурса кайса ятарлă контейнерсем çине пушатма пулать вĕт-ха? Асăрхаттарсан, кÿренме пăхаççĕ: эпир çеç мар, пурте çапла, ял поселени йĕрке тутăр, теме пăхаççĕ. Эпир хамăр тирпейлĕхе, йĕркелĕхе хисеплеместпĕр пулсан, кашни пĕве патне полицейски тăратсан та пур-пĕр йĕрке пулас çук. Айăплисене асăрхаттарса протоколсем çырма пуçласан хытă кÿренеççĕ, пире çеç кураймастăр, теме пăхаççĕ. Чăн та, çут çанталăк ырлăхне хаклакансем те çук мар. Вĕсем кăвайт хунă вырăна ăпăр-тапăр пăрахса хăвармаççĕ.

Амăшне юратман, хисеплемен хĕрĕ-ывăлĕсем те тĕл пулкалаççĕ-ха пирĕн хушăра. Çут çанталăк пуриншĕн те аслă анне вырăнĕнче.

Вараланчăк шыва кĕрсе уçăлма-тасалма та кăмăллă мар вĕт-ха. Çÿп-çаппа вараланнă вырăнта çут çанталăк ырлăхĕпе киленме те майĕ çук.

Кĕтне çинчи пысăк пĕве хĕрне машинăсемпех тĕрлĕ ăпăр-тапăр илсе пырса пăрахнă.

Таса сывлăшшăн, тăрă шывшăн кашниех хăйне яваплă туясчĕ, хамăр пурăнакан вырăна пĕлсе тăрсах сиен кÿрес марччĕ. Пирĕн те тăван тавралăха вараланма памалла мар.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика