28 мая 2011 г.
Кăçалхи çул сĕт-çу, сысна фермисене те çăмăл килмерĕ. Пĕлтĕр шăрăх çанталăк тăнипе выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеймерĕç. Темĕнле хĕн пулсан та «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕ выльăх йышне питех чакармарĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ иртнĕ çул 285 пуç пулнă пулсан, кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне 312 пуçа çитернĕ. Ĕнесен йышне чакарман.
Хуçалăхăн хăш-пĕр кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăрар-ха. Кăçалхи 4 уйăхра 359 центнер аш-какай, 100 гектар çĕр пуçне 21 центнер, пурĕ 1388 центнер сĕт, 100 гектар пуçне 82 центнер сĕт туса илнĕ. 100 пуç ĕнерен 40 пăру илнĕ.
Кăтартусем район шайĕпе илсен питех палăрса тăмаççĕ пулин те, кунта выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе малашне тимлĕрех ĕçлес кăмăллă пулни палăрать.
Фермăра вăй хуракансем тăрăшуллă. Валентина Мокеева, Людмила Гордеева, Фаина Яковлева дояркăсем ĕнесенчен ытларах сĕт суса илесшĕн. Кăçалхи 4 уйăхра Хирти Явăш сĕт-çу ферминчи кашни ĕне вăтамран 1461 килограмм сĕт антарнă. Ют çĕр-шывра туса кăларнă оборудовани вырнаçтарнипе сĕт пăрăхсем тăрăх тÿрех сивĕтекен танкера çитет. Çакă, паллах, сĕт пахалăхĕн шайне сыхлама пултарать, лайăх сортпа сутăнать.
Илья Григорьевпа Владимир Иудин слесарьсем фермăри оборудование пăхса тăраççĕ, вансан юсаççĕ.
Хирти Выçли ялĕнчи сысна ферминче Валерий Павлов, Сергей Яковлев самăртнă, Сергей Адиганов çура илнĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Хăйсене шаннă ĕçре маттур. Выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илес тесе ĕçлеççĕ. «Вăй хумасăр, тăрăшмасăр продукци пулмасть»,— теççĕ ферма ĕçченĕсем.
Источник: "Каçал Ен"