28 мая 2011 г.
Майăн 19—22-мĕшĕсенче çамрăк экологсен, шкул лесничествисен тата краеведсен республикăри слечĕ иртрĕ. Унта Александровка пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнчен икĕ команда та хутшăнчĕ. Шкул лесничествисем хушшинче пирĕн команда (6—7-мĕш классенче вĕренекенсем) спорт ăмăртăвĕсенче 2-мĕш, «Представление команд» конкурсра 3-мĕш, «Подрост» конференцире 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Çамрăк экологсем те лайăх ăмăртнă. 9 номинацирен 7-шĕнче малти вырăнсене йышăннă. Пĕтĕмĕшле илсен вара слетра 3-мĕш пулнă. Хамăр çитменлĕхсемпе йăнăшсене шута илсе, лайăхрах хатĕрленсе çитес çул пĕрремĕш вырăншăн кĕрешес тĕллев лартрăмăр.
Источник: "Каçал Ен"