АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотека: иртни, паянхи, пуласси...

25 мая 2011 г.

Юлашки вăхăтра телевизорпа та, интернетра та çухалса пыракан профессисем пирки каланине илтме пулать. Библиотекăсем те çĕнĕлле ĕçлесси пирки, кĕнекесем электронлисемпе улшăнасси пирки систереççĕ. Библиотека, паллах, вăхăт таппипе танах пырĕ, анчах кĕнеке те хисепрен тухас çукки иккĕлентермест.

Библиотекăсен историйĕ вăрăм, аваллăха илсе çитерет. Вырăссен 1-мĕш библиотеки 9-мĕш ĕмĕртех Киев хулинче уçăлнă. Малтанах кĕнекесем пергаментран пулнă, каярах — хурăн хуппинчен. Кĕнеке питĕ хаклă пулнăран ăна пурте алла тытса курайман. Вăл вăхăтри кĕнекесем ытларах чиркÿпе çыхăннă. Çапах, наука аталаннă май, тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштаракан кĕнекесем те сахал мар пулнă. «Библиотека» сăмах пирĕн çĕр-шывра пĕрремĕш хут 15-мĕш ĕмĕрте Чулхулара çырăнса юлнă. Библиотекăсем çунса кайни, вăрçă вăхăчĕсенче салатса пĕтерни историре чылай палăрать. Апла пулин те кĕнекесем пирĕн ĕмĕре çитме пултарнă. Наци библиотекинче авалхисем те упранаççĕ. Темиçе ĕмĕр витĕр пирĕн пата çитнĕ вĕсем…

Ял çыннисем библиотека пуласлăхĕ пирки мĕн шутланине пĕлес тĕллевпе ыйтăм ирттерес шухăш çуралчĕ. Акă мĕн калаççĕ паян Çĕнĕ Мăратра пурăнакансем.

Л.А.Киргизов, «Заря» ЯХПК ертÿçи: «Библиотека паянхи куна — ял культурине сÿнесрен сыхлакан хăйне евĕрлĕ центр. Кĕнеке вуланипе пĕрлех кунта кашниех ĕçре кирлĕ материал тупма пултарать. Ял хуçалăх ĕçĕнче те специалистсене пулăшма библиотекăн май пур. Ытти районсемпе, хуçалăхсемпе çыхăну тытма эпир паян компьютерпа, телефонпа усă куратпăр. Пире ĕçре кирлĕ сайтсене, блогсене тупма, кирлĕ информаципе паллашма вара библиотека пулăшать.

Çывхарса килекен уяв ячĕпе библиотека ĕçченĕсене саламлатăп, ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунатăп».

О.П.Андреева, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: «Хальхи тĕрлĕ çĕнĕ технологисем пирĕн пурнăçа çирĕппĕн кĕрсе вырнаçрĕç пулсан та, ман шутпа, кĕнекесем ĕмĕрне те çухалмĕç. Нимле чаплă экран та шурă хут çине хурапа çырнă кĕнекене улăштараймĕ. Ваттисем ахаль каламан — чăмламасăр апат тутине пĕлеймĕн, вуламасăр ăс пухаймăн. Библиотекарьсем — культурăна аталантаракансем».

А.С.Борисов, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн директорĕ: «Шкул библиотекăсăр ниепле те ĕçлеймест. Библиотекăпа шкул пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Вĕрентÿ ĕçĕ кĕнекесĕр пулма пултараймасть. Электронлă пособисем ĕçе йĕркелеме пулăшаççĕ, анчах та ман шутпа кĕнекене пĕтĕмпех нимле те улăштараймĕç. Библиотекарьсемпе шкулти вĕрентекенсем пĕр ĕçе тăваççĕ, вĕрентеççĕ, вĕренме пулăшаççĕ, воспитани параççĕ».

Ангелина Иванова, 5-мĕш класс вĕренекенĕ: «Библиотека пире, вĕренекенсене, питĕ кирлĕ. Эпир библиотекăра кĕнеке вулатпăр, унсăр пуçне кунта юлташсемпе тĕрлĕ вăйă-конкурссене хутшăнатпăр. Сăвă-калав вуланисĕр пуçне, вĕренетпĕр те. Кам тĕрлеме-çыхма е урăх ал ĕçĕ тума юратать, вăл кунта хăйне валли тĕрлĕ сĕнÿ тупма пултарать, выляма юратакан ачасем çĕнĕ вăйă вĕренме пултараççĕ, асаттесемпе асаннесем çĕнĕ хыпарпа паллашаççĕ».

Валентина Кузьмина, кил хуçи хĕрарăмĕ: «Ал ĕçне кăмăлланăран, библиотекăра ытларах тĕрлеме, çĕлеме вĕрентекен кĕнекесемпе кăсăкланатăп, интернетра та нумай материал тупма пулать. Пирĕн ялта тĕрĕ е ытти ал ĕçĕпе кăсăкланакансем чылай. Библиотекăра çак енĕпе çыхăннă журнал-кĕнеке нумайрах пулсан пит аванччĕ».

Интернет ал айĕнче пулнипе усă курса чăвашсен паллă çыннисемпе те çыхăнтăм, вĕсен шухăшĕсемпе паллашрăм.

Олег Цыпленков, чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕн ертÿçи: «…Пирĕн ялта ятарлă библиотека çукчĕ, çавăнпа та эпĕ 4-мĕш класран пуçласа кĕнеке илме Патăрьел библиотекине çÿреттĕмччĕ. Хальхи вăхăтра библиотекăсем улшăнса, çĕнелсе пыраççĕ. Компьютерпа тĕрлĕ информаци тупма пулать».

Елена Нарпи, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ чăваш филологийĕпе культура факультечĕн преподавателĕ, çыравçă: «Ĕлĕкхипе танлаштарсан сахал вулаççĕ тени библиотека кирлĕ мар тенине пĕлтермест. Компьютерсемпе хăтлăлатнă библиотекăсем кирлeх пуль ĕнтĕ малашне. Ман шутпа, вулакансем пурпĕрех пулаççĕ, унчченхи пекех йышлă пулмасан та. Вуçех вулама пăрахни халăх çулсерен айванланса пынине кăтартакан пулăм, çавăнпа библиотекарьсен кĕнеке вулавĕсем, презентацисем, авторсемпе тĕл пулусем ирттермелле».

Виталий Сергеев, кулăш ăсти, артист: «Библиотекăсен пуласлăхĕ çав тери пысăк! Вулакан сахал тесе сăмса усса лармалли çук! Библиотекарьсен чи пултаруллă психологсем пулмалла. Çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртмелле. Сухаласа акмалли ку ĕçре — çав тери нумай!

Библиотекарĕн чи малтан хăйĕн нумай пĕлмелле, кирек епле информацие те тупма пултармалла, тĕрлĕ енлĕ аталанмалла, çĕннине вĕренме ÿркенмелле мар. Вара вулакансен шучĕ те ÿсетех. Вулакана кăсăклантарма пĕлместĕн пулсан —мĕншĕн ĕçлемелле;»

Леонид Антонов, «Асамат» ушкăн солисчĕ, «Чăваш ен» наци радиовĕн ертÿçи: «Библиотека — хăйне евĕр институт. Анчах, ман шутпа, вăхăтпа самана иртнĕ май, пурнăç улшăннăçемĕн библиотекăн та улшăнмаллах! Çамрăксем вулама пăрахрĕç тенипе килĕшсех пĕтерейместĕп. Халь пурнăç вĕресе тăрать, кашни кун мĕн те пулин çĕнни тупăнсах пырать, тĕрлĕ информаци питĕ хăвăрт çĕнелсе улшăнсах тăрать, ун урапи çинчен ÿксе юлас мар тесен, çамрăксен таçта та çитсе ĕлкeрмелле, нумай пĕлмелле. Çын 3 кун «пĕр вырăнта тăрсан» та пурнăçран чылай юлма пултарать. Çамрăксем вулаççĕ, анчах ытларах чухне информацие вĕсем библиотекăра мар, интернетра шыраса тупаççĕ. Урампа васкаса утнă май та вĕсем çĕнĕ технологисемпе усă курса электронлă кĕнеке вулама пултараççĕ. Çакна шута илмелле библиотекăсенче ĕçлекенсен. Çĕнĕ технологисемпе туслашма тăрăшмалла. Ман шутпа, пуласлăхра библиотекăсем чылай улшăнĕç».

Библиотекăсем малашне çĕнелсе, улшăнса пырасси паллă ĕнтĕ. Самана ыйтнинчен юлмĕç. Анчах авалтан килекен тĕп тĕллевсенчен пĕри — кĕнекесене çĕнĕ ăру валли упраса хăварасси — пăрахăçа тухмĕ. Пуянланса та аслăланса пырĕ библиотека.

Çĕнĕ мелсемпе усă курса çамрăксене, ялтан тухса кайнисене ял библиотекине «тавăрма» май пур. Паллах, аякри çын кĕнеке вулама яла вĕçтерсе килмест. Анчах интернетра уçнă «Çĕнĕ Мăрат библиотекин тусĕсем» ушкăна кĕрсе унпа çыхăнма тата иртекен пур меро-приятисемпе, хыпарсемпе паллашма май тупаять. Ку ушкăнра хальлĕхе 120 яхăн çын шутланса тăрать. Унта фотоконкурссем иртеççĕ, нумаях пулмасть «Палларăр-и?» конкурс пулчĕ. Литература хайлавĕсемпе те паллашаççĕ, килĕшнипе килĕшменнине палăртаççĕ.

Вулакансене библиотекăра хапăл туса йышăнатпăр. Малашне те çаплах пуласса шанса тăратпăр. Библиотека халăха кирлех, çавăнпа вĕсем çухалас çук. Библиотекарь ĕçĕ курăнсах каймасть пулин те, пархатарлă, вăл халăхшăн ĕçлет, халăх культурине аталантарас ĕçре ун тÿпи пысăк, çавăнпах хисепе тивĕçет. Çак ĕçре эп нумай вăхăт хушши вăй хумастăп пулин те, кĕске хушăрах çакна ăнланса илме ĕлкĕртĕм — библиотекарĕн ялти шкулпа та, ял хуçалăхĕпе те, почта уйрăмĕпе те çыхăнса ĕçлемелле, çĕнĕ технологисене алла илмесен ял çамрăкĕсемпе çыхăнма йывăртарах, библиотекарĕн кирек епле информацие те шыраса тупма пултармалла.

Хисеплĕ вулаканăмсем, сире ял библиотекинче яланах хапăл туса кĕтетпĕр. Хăвăрпа пĕрле кÿршĕсене, ачăрсене, тăванăрсене чĕнме ан манăр. Библиотекăра кашнин валлиех кирлĕ материал тупăнать. Никама та кичемлĕх пусса илеймĕ кунта.

Пур шухăш-кăмăла сăвă йĕркисемпе вĕçлес тетĕп.

Вулав керменĕ тет ял-йыш…

Кунта килеççĕ шырама

Тус-юлташа та тăвана,

Çырма, курма е вулама,

Чуна уçма та калаçма,

Е тавлашма, юлташ тупма,

Кунта килеççĕ вĕренме,

Çĕнни мĕн пуррине пĕлме,

Кунта кашни мĕн кирлине

Тупать, çĕклет хăй кăмăлне.

Тăванăмсем, туссем, сĕнеп:

Туслашăр кĕнекесемпе!

Килсемĕр çутă кермене,

Туйсамăр унăн ырлăхне!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика