25 мая 2011 г.
Çу — çĕртме уйăхĕсем — питĕ илемлĕ вăхăт. Шăпах çак тапхăрта ял çыннисем, ака-суха ĕçĕсенчен пушаннă хыççăн, тыр-пул тухăçлă ÿстĕр тесе, уявсем ирттереççĕ.
Чăвашсем Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕсенче пурăнаççĕ. Ульяновск облаçĕнче те йышлă пирĕн ентешсем. Çавăнпах Пĕтĕм Раççейри чăваш наци Акатуйне кăçал унта ирттерме палăртнă та. Çак пысăк уявăн программи тата Патăрьел районĕнче пулакан Пĕтĕм Раççейри ял Сабантуйĕ çинчен Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрне Роза Лизаковăна каласа пама ыйтрăм.
— Роза Михайловна, Пĕтĕм Раççейри чăваш наци Акатуйне Ульяновск хулинче июнĕн 1—4-мĕшĕсенче ирттерме палăртнине массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕлетпĕр ĕнтĕ. Уяв программипе кĕскен паллаштарсамăрччĕ.
— Уяв программи питĕ анлă. Июнĕн 1—3-мĕшĕсенче Ульяновск хулинче Чăваш Республикин культура кунĕсем пулаççĕ. Пĕрремĕш кунĕнче Халăх культурин центрĕнче чăваш наци костюмĕн «Кĕмĕл тумлă халăх» выставки пуçланать. Каçхине вара Чăваш Республикин культура кунĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Çав каçах Ульяновскри И.А.Гончаров ячĕллĕ драма театрĕнче Ф.Васильевăн «Шывармань» оперине курма май пур. Ку произведенисемсĕр пуçне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ июнĕн 2-мĕшĕнче В.Набоков романĕ тăрăх лартнă «Лолита» балетпа, 3-мĕшĕнче П.Чайковскин «Лебединое озеро» балечĕпе куракансене савăнтарĕ. Çавăн пекех июнĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи симфони капелли те Димитровградри Славский ячĕллĕ наципе культура центрĕнче концерт парĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕн коллективĕ вара Чĕмпĕрти ентешсем умне «Нарспи» мюзиклпа июнĕн 3-мĕшĕнче тухĕ.
Июнĕн 4-мĕшĕ мероприятисемпе уйрăмах пуян пулĕ. Ирхи 9 сехетре Раççей Федерацийĕнчи тата Раççей тулашĕнчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем çавра сĕтел хушшинче тĕл пулĕç. 11 сехетре тĕп мероприяти — Акатуй пуçланать. Ăна ирттерме пире Чĕмпĕр хулин тĕп лапамне — Ленин площадьне — пама йышăннă. Уяв вăхăтĕнче ал ĕç ăстисен выставка-сутăвĕ, чăваш наци кĕрешĕвĕпе ăмăртусем иртмелле. Чăваш Енри апат-çимĕçпе сутă тăвакансем — «Акконд», «Букет Чувашии» предприятисем, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, Чăвашпотребсоюзăн районти уйрăмĕсем — хăйсен продукцине чĕмпĕрсене сĕнĕç.
— Тепĕр пысăк уяв Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче иртмелле. Унта хăнасем чылай килеççĕ ĕнтĕ...
— 2010 çулта çакнашкал уяв Самар облаçĕнче иртнĕччĕ. Пĕтĕм Раççейри II ял Сабантуйне Чăваш Республикинче июнĕн 19-мĕшĕнче ирттерме йышăннă. Чăнах та, унта тĕрлĕ çĕртен хăнасем йышлăн килессе кĕтетпĕр. Çĕр-шыври 35 регионтан делегацисем килме кăмăл тунă. Паллах, Тутарстан Республикин делегацийĕ чи пысăкки пулĕ. Унти художество пултарулăх коллективĕсем те, профессионаллă артистсем те Сабантуя хутшăнĕç. Хальхи вăхăтра йĕркелÿ комитечĕ питĕ хастар ĕçлет. Комсомольски районĕн çыннисене туслăх, савăнăç уявĕсене çитсе курма сĕнетĕп.
— Туйсах тăратăп, Урмаелĕнчи «Мишар» ансамбль те асăннă мероприятирен юлмĕ. Роза Михайловна, тен, çак поселени территорийĕнче пурăнакансемшĕн кăмăллă хыпара та вулакансем патне çитерĕпĕр?
— Паллах. Чăваш Республикин Президенчĕн культура учрежденийĕсене модернизацилес Указĕпе килĕшÿллĕн кăçал та конкурс йĕркелерĕмĕр. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче Урмаелĕнчи культура çурчĕ те пур. Конкурс условийĕсем тăрăх, çывăх вăхăтрах Культура министерстви çак учреждение сасă, çутă оборудованийĕ, мультимедийлă аппаратсем парĕ. Çĕнĕ чаршав тата артистсем валли костюмсем çĕлетме те укçа-тенкĕ уйăрнă. Шăнкăртамри Сабантуйра «мишарсене» çĕнĕ, илемлĕ тумпа курасса шансах тăратăп.
Источник: "Каçал Ен"