21 мая 2011 г.
Комсомольски районĕнче чăвашсем, вырăссем, тутарсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ. Шăпах çакна районти библиотекăсен ĕçĕсенче асăрхама пулать. Вĕсем тĕрлĕ мероприятисем, кĕнеке выставкисем, электронлă презентацисем йĕркелеççĕ, буклетсем кăлараççĕ. Вулав çурчĕн ĕçченĕсем хăйсем патне килекен тĕрлĕ халăха хаваспа кĕтсе илеççĕ, май килнĕ таран пулăшу пама тăрăшаççĕ.
Тĕрлĕ нациллĕ халăхсен этникăлла çыхăнăвне тарăнрах тĕпчес енĕпе Элпуç ял тăрăхĕнче районти библиотекарьсен семинарĕ иртрĕ. Унăн тĕп теми — «Муниципальная библиотека в полиэтническом мире».
Семинара Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Н.Гордеев уçрĕ. «Дружба» ЯХПК председателĕ Р.М. Мансуров ял хуçалăхне аталантарма ялти библиотека пысăк пулăшу панине тата унпа тачă çыхăнура ĕçленине пĕлтерчĕ.
Библиотекăна пырса кĕрсенех чăваш-тутар халăхĕн тутлă апат-çимĕçĕ куç умне пулчĕ. Элпуç библиотекин заведующийĕ Е.Ф.Павлова чăваш тата тутар халăхĕсен йăли-йĕркисемпе çыхăннă «Все культуры в гости к нам» мероприяти хатĕрленĕ. Çакна икĕ арчари чăваш тата тутар пир-эрешĕсем, тĕрлĕрен тĕрĕсемпе илемлетнĕ тумсем, пуçа тăхăнмалли япаласем çирĕплетсе параççĕ. Арчари япаласем çинчен В.Г.Зайцева, М.П.Ильязова, Б.Г.Тазетдинова питĕ тĕплĕн каласа пачĕç. Н.В.Павлова вара чăвашсен ĕлĕкрен пыракан Мăнкун уявĕ, чăваш туйĕ çинче чарăнса тăчĕ. Хирти Явăш шкулĕн вĕренекенĕсем, В.Григорьева чăвашсен ĕлĕкхи туй тумне тăхăнса хĕр йĕррине юрларĕ, А.Тазетдинова Г.Тукай çырнă сăвва питĕ илемлĕ вуласа пачĕ.
Элпуç ял библиотекин ертÿçи хăйсен поселенийĕнчи тĕрлĕ нациллĕ халăхсен çыхăнăвĕ, ялсен историйĕ, йăла-йĕркене çирĕплетсе электронлă презентаци хатĕрленĕ, «Многоцветье национальных культур» кĕнеке выставкипе паллаштарчĕ.
Районти библиотекарьсен опытне ÿстерес енĕпе тĕп библиотека ĕçченĕсем те доклад туса пачĕç: Е.Савельева — «Роль библиотек в продвижении толерантности среди населения», «Библиотека — центр межкультурных взаимодействий», В.Боровкова «Библиотекарь и читатель в межэтнической среде». Çавăн пекех А.Ефремовăпа М.Чумарова библиотекарьсем тĕрлĕ нациллĕ ял халăхĕсемпе еплерех ĕçленине тишкерчĕç.
Семинара пухăннисем пĕтĕмлетÿсем турĕç, малашне те çакăн пек канашлусем библиотекăсенче ирттерме йышăнчĕç.
Источник: "Каçал Ен"