21 мая 2011 г.
Кĕнекесем! Мĕн чухлĕ савăнăç парнелемеççĕ пулĕ вĕсем вулама юратакан çынсене. Укçасăрах тĕрлĕ çĕр-шывсем тăрăх курса çÿреме пулăшаççĕ, тĕрлĕ халăхсен культурипе паллаштараççĕ, ырăпа усала уйăрма вĕрентеççĕ.
Ялта пурăнакансемшĕн вулав çурчĕ — чи юратнă вырăн. Вулав çурчĕ вара ял халăхĕсĕр пĕрре те пушă тăмасть.
Самана улшăннă май хăш-пĕрисем кĕнекене айккинерех тĕке-тĕке хурса, ун вырăнне телевизорпа компьютер патне ытларах туртăнаççĕ. Çакнашкал лару-тăрура та кĕнекерен писмен, ăна тивĕçлипе хаклакан çынсем пурри пире чун-чĕререн савăнтарать, ĕçре ÿсĕмсем тума пулăшать.
Ана Тимĕрчкасси ял библиотекин фондĕнче — 11388 кĕнеке. Иртнĕ çулта ял библиотеки 115 кĕнекепе пуянланчĕ. 15 тĕрлĕ хаçат-журнал илсе тăрать.
Библиотекăра вырăнти поселени йышăнакан мĕн пур документсене йĕркелесе пыма тăрăшатпăр. Вулакан вĕсемпе «Власть тата информаци» выставкăра паллашма пултарать.
Пирĕн патра иртекен мероприятисене ача-пăчапа пĕрлех аслăрах çулхи çынсем, ватăсем те хутшăнаççĕ.
2010 çултанпа библиотека çумĕнче «Шанчăк» клуб ĕçлет. Ертÿçи — А.Т.Ежергина. Унта 25 çын çÿрет. Вĕсен хушшинче çамрăксем те пур, ытларах — тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем. Клубăн тĕп тĕллевĕ — халăх йăли-йĕркисене сыхласа хăварасси, ĕлĕкхи уявсене каялла тавăрасси.
Кĕнекепе туслă çынсем çÿреççĕ «Шанчăк» клуба. Пурте пĕр кăмăллă пулса В.Шемекеевăн «Ай, тăварлă-çке кĕвĕçÿ куççулĕ» кĕнеки тăрăх вулав конференцийĕ ирттертĕмĕр. Унăн сăввисем тăрăх çырнă юрăсем те шăранчĕç уявра.
Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вара «Ĕмĕр манăçми кунсем» литература каçĕ ирттертĕмĕр. Кунта хутшăнакансемпе вăрçă çулĕсене аса илтĕмĕр (аса илмелли вара питĕ нумай пулчĕ), чылайăшĕ — вăрçă ачисем, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене куççульне юхтарса итлерĕç. Хăнара шкул ачисем те пулчĕç.
Компьютерпа ĕçлеме вĕренес текенсем те чылай. Ман шутпа ку питĕ аван. Компьютерпа усă курма пĕлсен кирек кам та кирлĕ информацие çăмăллăнах тупма пултарать. Пирĕн республикăра пĕтĕм халăха ком-пьютер пĕлĕвĕ парас енĕпе тĕллевлĕ программа пур. Çавăнпа килĕшÿллĕн эпир те библиотекăра ял çыннисене унпа усă курма вĕрентетпĕр.
Юлашки вăхăтра кĕнеке вулакансен тăван ял историйĕпе интересленесси вăйланчĕ. Ял ĕçченĕсем ытларах тăван республика пурнăçĕпе, чăваш халăх историйĕпе, культурипе интересленнине туятпăр. Çавна май ĕçлес, ял çыннисемшĕн, вулакансемшĕн усăллă пулас, вĕсене тăван культурăна, чĕлхене çывăхлатас туйăм çĕнелсе тăрать.
Пĕчĕкки те пысăкки васкăр библиотекăна,
Тĕрлĕ хаçат-кĕнеке вулăр халĕ пĕр кана.
Кунта килсех тăрсамăр, кĕтнĕ хăна пулсамăр,
Хăна килни илемлĕ, эп сирĕнпе телейлĕ.
Хаклă кĕнеке тусĕсем тата библиотекарьсем! Эпĕ сире пурсăра та Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен çывхарса килекен уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.
Источник: "Каçал Ен"