АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене пăсас марччĕ

21 мая 2011 г.

Çул çитмен ачасемпе ĕçлесси — пирĕн тĕп тĕллев. Вĕсем саккуна ан пăсчăр тесе тăтăшах профилактикăлла мероприятисем йĕркелетпĕр. ЧР Шалти ĕçсен министерствин приказĕпе майăн 10—20-мĕшĕсенче «Условник» ятпа оперативлă профилактикăллă операци ирттертĕмĕр. Çак вăхăтра çул çитмен 32 ачана тĕрĕсленĕ. Вĕсем пурте районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасен подразделенийĕнче шутра тăнă. Вĕсенчен пĕри — Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан Г.Ю.Морозов. Унпа калаçнă май право йĕркине пăсма юраманни, преступлени çулĕ çине тăмалла марри пирки асăрхаттарнă. Йĕркене пăссан явап тыттарасси çинчен пĕлтернĕ.

Çамрăксемпе общественноç пĕрле ĕçлесен çеç вĕсене тĕрĕс мар çул çинчен пăрма май пур.

Ăсталăхне кăтартрĕç, пултарулăхне палăртрĕç

Пирĕн район яланах пултаруллă, ачасене пĕлÿпе воспитани парас енĕпе лайăх ĕçленĕ педагогсемпе палăрса тăнă. Çакна «Раççей тава тивĕçлĕ учителĕ», «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ», «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятсем илнĕ вĕрентекенсем тăрăшни те çирĕплетет.

Ачасене пĕлÿ парас енĕпе ĕçлекен уйрăмах тăрăшуллă учительсене тупса палăртас тĕлĕшпе çулсеренех «Учитель года» тата ытти мероприятисем йĕркелетпĕр.

Нумаях пулмасть иртнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ конкурс вăл — «Самый классный классный». Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи вырăс чĕлхи учителĕ Н.Я. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кĕçĕн классене вĕрентекенĕ М.В.Кондратьева, Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче ачасене акăлчан чĕлхи енĕпе пĕлÿ паракан А.Н.Николаев пулчĕç. Районти вĕрентекенсен профсоюзĕ вĕсене хавхаланса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ, малашне те пултаруллă пулмаллине, ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех воспитани çине те тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика