АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем паллă

21 мая 2011 г.

Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Комсомольски вăрманĕ çывăхĕнче «Зарница» тата «Орленок» ачасен çарпа спорт вăййисем иртнĕ. Унта районти пур шкулта вĕренекенсем те хутшăннă. Тупăшусем хĕрÿ пулнă. Вăйăсенче хастарлăх, çаврăнăçулăх, тавçăрулăх кăтартма тивнĕ. Çамрăк армеецсем япăх мар ăмăртнă, лайăх кăтартусем тунă.

Çĕнтерÿçĕ-командăсене палăртма та кăмăллă. «Зарница» çарпа спорт вăййисенче 1-мĕш вырăна Александровка тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем çĕнсе илнĕ. Вĕсенчен тăманлăвыçлисем те юлман, 2-мĕш вырăн йышăннă. Чĕчкен тĕп шкулĕнчи çамрăк армеецсем 3-мĕшсем пулнă.

«Орленок» çарпа спорт вăййинче Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекенсем палăрнă, малти вырăна çĕнсе илнĕ. Хырай Ĕнел тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсен çамрăк армеецĕсем — 2—3-мĕш вырăнсенче.

Вăйăсем вĕçленнĕ хыççăнах районти 10-мĕш класра вĕренекенсем валли çар сборĕсем йĕркеленĕ. Унта вĕсем тĕрлĕ хăнăхусене хутшăнĕç, пăшалтан перĕç, тактикăлла занятисем мĕнле пулнипе тĕплĕнрех паллашĕç.

«Зарница» тата «Орленок» вăйăсем паянхи çамрăксем хушшинче спортпа туслă пулнине, çар ĕçне япăх мар пĕлнине кăтартса пачĕç.

Кĕçех çĕнтерÿçĕ-командăсен район чысне республикăра иртекен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисенче хÿтĕлеме тивĕ. Унта та пултаруллă вĕренекенсем хастарлăхпа палăрса тăрасса шанатпăр. Вĕсем районти вăйăсенче хăйсене лайăх енчен çеç кăтартнă, пур конкурссенче те çаврăнăçулăхпа, пĕлÿпе, тавçăрулăхпа палăрнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика