АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи информации кунĕ иртрĕ

21 мая 2011 г.

Чăваш Енре, Комсомольски районĕнче майăн 18-мĕшĕнче пулнă Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине виçĕ тĕп тема кĕртнĕ. Ĕç коллективĕсемпе иртнĕ тĕл пулусенче «Ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне йĕркелесси», «Пушар хăрушсăрлăхне çирĕплетесси, тавралăха упрасси», «Вăрман кунĕ» акцие хутшăнса йывăçсем лартасси» ыйтусене сÿтсе явнă.

Пирĕн района Пĕрлехи информкуна ирттерме Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Шупашкартан çитнĕ хăнасем виçĕ ушкăна пайланса ял поселенийĕсене çул тытрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Геннадий Волковпа Роза Лизакова министр, федераллă патшалăх статистикин Чăваш Енри территориллĕ органĕн ертÿçин çумĕ Петр Краснов Урмаел ял поселенинче пулчĕç. Кунти темиçе организацие çитсе ĕç коллективĕсемпе тĕл пулма ĕлкĕрчĕç. Пирваях «Алга» ЯХПК ĕçченĕсемпе курса калаçрĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕ пикенсех вăрлăхлăх çĕр улми суйлатчĕ. Роза Михайловна июнĕн 19-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче Пĕтĕм Раççейри Сабантуй пулассине каларĕ, унта килекен йышлă хăнасене вырнаçтарма пулăшма ыйтрĕ. Геннадий Федоровичпа Петр Степанович информаци кунĕн темисемпе сăмах илчĕç, ял çыннисене кăсăклантаракан ыйтусем çине те хуравларĕç. Çавăн пекех Урмаелĕнчи «Лейсан» ача-пăча садне, Тукай Мишер вăтам шкулне те çитрĕç хăнасем. Асăннă поселенинче демографи лару-тăрăвĕ çулсерен лайăхланнине çак учрежденисенче ачасен йышĕ пысăкки те çирĕплетет. Ял поселени пуçлăхĕ Минзаид Зайнуллин 2010 çулта ку тăрăхра çуралакансен шучĕ вилнисенчен 4 хут ытларах пулнине палăртрĕ. Ахальтен мар садике 110 ача черетре тăрать. Тукай Мишер вăтам шкулĕнче паянхи куна 297 вĕренекен. 14-шĕ кăçал шкулпа сыв пуллашать, сентябрĕн 1-мĕшĕнче 23-ĕн пĕрремĕш класа килмелле.

Информаци ушкăнĕ çитнĕ чух Тукай Мишер вăтам шкулĕнче вĕренекенсем картишĕнче чăрăш йывăççисем лартатчĕç. Хăнасем те çак ĕçе хутшăнчĕç. Эмине Багаутдинова директор хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, шкула реконструкцилемелли планпа паллаштарчĕ.

Аш-какайпа ĕçлекен «Мос-Эт» предприяти ертÿçи Агзям Шакиров производствăпа паллаштарчĕ. Кунсăр пуçне вăл – Тукай Мишерĕнчи обществăлла совет членĕ те, çавна май ялти ачасен çуллахи канăвне йĕркелес ĕçе тÿрремĕнех хутшăнать. Вăл кăçал ачасем валли мĕнле мероприятисем йĕркелесси, обществăлла совет планĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне тăвасси вĕçленсе пырать. Информушкăн членĕсем çакна объектăн тĕп инженерĕпе тата прорабĕпе тĕл пулса, хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç, строительсене ăнăçу сунчĕç.

«Газпроммежрегионгаз» — «Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов тата ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ Алексей Яковлев Чĕчкен ял поселенийĕнче пулса курнă. Унти тирпей-илемлĕхпе кăмăллă юлнă. Çавăн пекех район центрĕнчи «Кĕтне» спорт комплексĕ умĕнче чарăнса тăнă. Тавралăхри лаптăксене килĕшÿллĕ сăн кĕртес енĕпе строительсем мĕнле ĕçленипе паллашнă.

ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Владимир Варсанофьев «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕнче уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе интересленнĕ. Хирти Явăш вăтам шкулĕн педагогика коллективĕпе тĕл пулнă, вĕсен ыйтăвĕсене хуравланă, сĕнÿсем те панă.

ЧР конкурентлă политика тата тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Роза Лебедева Александровка ял поселенине çитсе курнă. «Слава» ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлекенсемпе паянхи кунхи çивĕч ыйтусемпе калаçнă.

Информаци кунне район администрацийĕн пуçлăхĕн Геннадий Волковăн кабинетĕнче пĕтĕмлетнĕ, унта та калаçу хĕрÿ пынă.

Тирпей-илем ыйтăвĕпе ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне йĕркелесси те паянхи кун вырăнти муниципалитетлă органсенче ĕçлекенсене кирлĕ утăмсем тума хистет. Пушартан сыхланасси халĕ çеç мар, яланах çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă, паянхи кун та ун çине тимлĕх уйăрмалла. Йывăçсем лартмасăр тавралăх илемсĕр курăнать. Çавăнпа та кашнин хăйсем пурăнакан вырăна пĕр йывăç, тĕмĕ лартсан лайăх пулнă пулĕччĕ. Информаци ушкăнĕсен тĕп сĕнĕвĕ çакă пулнă.

Пĕрлехи информаци кунне килнисем районта пурăнакансене те йышăннă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика