АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнекен ăрушăн пĕлтерĕшлĕ

18 мая 2011 г.

Тăван тавралăх, несĕлсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ ваттисене те, çамрăксене те кăсăклантарать. Çакна районти «Çĕр тата çынсем» музее халăх йышлăн çÿрени те туллин çирĕплетет. Унта вĕсем тĕрлĕ экспонатсемпе, документсемпе, хамăр тăрăх историйĕпе туллин паллашаççĕ. Эпир тĕрлĕ мероприятисем те ирттерсех тăратпăр. Ачасен, паллă ÿнерçĕсен ÿкерчĕкĕсене халăх умне кăларатпăр. Çулталăк тăршшĕпе йĕркеленĕ выставкăсене асăнса пĕтерме те йывăр. Пырса курнă çынсем вĕсене хăйсемех хаклаччăр.

Майăн 18-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв. Пурнăçра мĕн пурри кивелсе, асран тухса пырать. Музейсем вара иртнине аса илтерекен, киввине асра тытма май паракан çăл куç пулса тăраççĕ. Пирĕн пата килекенсен хушшинче экспонатсене, сăн ÿкерчĕксене, документсене курсан куççуль тухни те пулнă.

Районти «Çĕр тата çынсем» музей майăн 18-мĕшĕнче уçă алăксен кунне ирттерет. Çак кунтан пуçласа июнĕн 12-мĕшĕччен «Музее экспонат парнеле» акци йĕркелет. Ку вăхăтра эсир авалхи япаласене, историллĕ документсене тата ыттине те пирĕн фонда пама пултаратăр. Ку пирĕншĕн те, çитĕнекен ăрушăн та питĕ кирлĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика