18 мая 2011 г.
Çулла ял çыннин ĕçĕ нумайланать: кулленхи çумне уй-хир, пахча ĕçĕ хушăнать. Çапах та тирпей-илем çинчен те манмалла мар. Йăлари çÿп-çапа турттарса тухассине вара коммуналлă хуçалăхăн, ял поселенийĕсен тĕрĕс йĕркелеме пĕлмелле.
Майăн 16-мĕшĕнче райадминистраци залĕнче тĕрлĕ структурăсен ертÿçисемпе, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе иртнĕ планеркăра та çак тата ытти ыйтусем тавра калаçу пулчĕ.
«РФ Президенчĕн «Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» Указĕпе килĕшÿллĕн, пирĕн районта 57 çынна свидетельство панă» — пĕлтерчĕ капиталлă строительство пайĕн начальникĕ Б.Каринкин.
Ку эрнери пĕлтерĕшлĕ событисенчен пĕри — майăн 18-мĕшĕнче иртекен Пĕрлехи информаци кунĕ. Унăн темисем — ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне йĕркелесси; пушар хăрушсăрлăхне çирĕплетесси, тавралăха упрасси; «Вăрман кунĕ» акцие хутшăнса йывăçсем лартасси.
Канашлура район тата ял поселенийĕсен бюджетне тупăш кĕртесси, çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă.
Источник: "Каçал Ен"