АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк армеецсем çĕр-шыва хÿтĕлеме хатĕрленеççĕ

18 мая 2011 г.

Майăн 16-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕ çумĕнче çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисем уçăлчĕç. Пирĕн районта вĕсем 43-мĕш хут иртеççĕ.

«Зарницăпа» «Орленок» çарпа спорт вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ проректорĕ Олег Викторов, ЧР çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Андрей Маурин, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Николай Максимов тата çамрăк армеецсен юхăмĕн ветеранĕ Герман Чемешев хутшăнчĕç. Вĕсем çамрăксене пурнăçра хастар та пуçаруллă, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме яланах хатĕр пулма сунчĕç.

Хăйсен маттурлăхне çирĕплетсе çамрăк армеецсем пухăннисем умĕнче юрласа стройпа утса тухрĕç. Ку конкурс «Яштак та кĕрнеклĕ — хисепе тивĕçлĕ» ятлă пулчĕ. Командирсем хушшинче каччăсем çеç мар, хĕрсем те пур. Кашни команда хĕç-пăшаллă вăйсен тĕрлĕ формисене тăхăннă, хăйсем вара пăлханаççĕ пулсан та мăнаçлă утаççĕ.

Финалти вăйăсен программине йышлă конкурссемпе ăмăртусем кĕртнĕ. Пултарулăх, теори, çарпа спорт блокĕсенче ачасен тем тĕрлĕ ăсталăхне те кăтартма тиврĕ: пневматикăлла винтовкăран тĕл пеме, пушарпа кĕрешме, велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнма, право, экологи ыйтăвĕсем çине хуравлама тата ытти те.

Виçĕ куна пынă вăйăсем çамрăксемшĕн усăллă, пурнăçра кирлĕ пуласса никам та иккĕленмест. Ахальтен мар «Зарницăпа» «Орленок» çарпа спорт вăййисене темиçе çул каялла хутшăннисем те ун çинчен паян кун та ăшшăн аса илеççĕ, шăпа вĕсене çакăн пек май туса панăшăн тав тăваççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшса тĕрлĕрен чăрмавсене çĕнтерни, палаткăсенче пурăнни, çĕрле вучах умĕнче шăкăлтатса ларни чылайлăха асра юлать-çке.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика