14 мая 2011 г.
Паянхи кун, пытарма кирлĕ мар, ялти чылай çамрăк тĕрлĕ регионсенче ĕçлесе çÿрет. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ака-суха вăхăтĕнче тепĕр чухне тивĕçлĕ канăва кайнисене те чĕнсе илме тивет. «Дружба» хуçалăхра механизаторсем, ытти ĕçченсем çителĕклĕ. Çапах та кооператив правленийĕ опытлă водителе те ака ĕçне хутшăнтарнă. Эпир çитнĕ чухне 64 çулхи Георгий Андреевич Игнатьев акакан агрегатсем патне вăрлăх турттаратчĕ. «1966 çултанпа эпĕ руль умĕнче. Пĕрре те пушă ларман. Яланах ĕçе васканă. Автомашинăна пăхса янă та çула тухнă. Маларахри çулсенче çăвĕн-хĕлĕн ĕç пулнă. Вăрмана çÿренĕ, колхоз валли те, уйрăм çынсене те строительство материалĕсем кÿрсе килсе панă. Пĕтĕм ĕçе асăнса пĕтереймĕн. Халĕ те, килте паян-ыран васкаса тумалли ĕçсем çук чухне, кооператива пăртак та пулин пулăшас терĕм. Хăйсем чĕнчĕç. Эпир «Дружба» хуçалăх аталантăр тесе тăрăшнă-çке»,– пĕлтерчĕ вăл. Акакан агрегатăн вăрлăх пĕтнипе унпа текех калаçса тăма май пулмарĕ.
Источник: "Каçал Ен"