14 мая 2011 г.
Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кăçал 66 çул çитрĕ. Çак вăхăтра вăрçă ветеранĕсем, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем те пурте тенĕ пекех пиртен уйрăлса кайрĕç.
Тăманлă Выçли ялĕнче пĕр вăрçă участникĕ, тăлăха юлнă салтак арăмĕ пурăнать.
Сăмахăм 1915 çулта Хырхĕрри ялĕнче кун çути курнă çын пирки пырĕ.
Кăçал Анна Герасимовна Малышева 96 çул тултарчĕ. Ялта — чи ваттисенчен пĕри. Вĕсем 11-ĕн пĕр тăван пулнă. Анна аппа — пиллĕкмĕш ачи.
Хĕр çулне çитсен пурнăç çулĕ Ленинграда илсе çитерет. Унтан таврăнсан Анна аппăшне пулăшма Йĕпреçе каять. Пÿрт çуса пĕтерсен япаласем чÿхеме шыв хĕрне аннă. Аппăшĕсен кÿршинче икĕ каччă хваттерте пурăннă. Вĕсем Анна патне шыв хĕрне пырса тăнă та калаçса кайнă. Шăп çакăнта паллашнă хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Тăманлă Выçли каччипе Семен Федорович Мурзаевпа. Ун чухне вăл Йĕпреçре счетовода вĕреннĕ. Пĕвĕ-сийĕ те, пичĕ-куçĕ те, ăсĕ-пуçĕ те, кăмăл-екки те, тыткаларăшĕ те тÿрех тыткăна илнĕ çамрăк каччăн чĕрине. Вĕçертесшĕн пулман вăл хитре хĕре. Мăн кун иртсен, çĕр улми лартса пĕтерсен туй кĕрекинче юрласа-ташласа çĕнĕ çемье чăмăртаççĕ. Çĕнĕ мăшăр — икĕ телейлĕ чун, Çеменпе Анна, ĕмĕр-ĕмĕр тулли пурнăç, сак тулли ача, ырлăх-пурлăх пуласса шанса пĕрне-пĕри венчет çĕррисем тăхăнтартнă.
Кун хыççăн кун иртнĕ, çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç калчисем пĕрин хыççăн тепри килнĕ — Генăпа Тамара.
Çак икĕ ача çумне, тен, 5—6 та хутшăнатчĕ пуль, вăрçă пуçланни çамрăксен ĕмĕчĕсене татнă. 1941 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Семен Федорович вăрçа тухса каять. 1944 çулта Тернополь хулинче хаяр тăшманпа çапăçса, пирĕн паянхи çутă пуласлăхшăн пуçне хурать.
1941 çулта ноябрь уйăхĕнче пĕр килтен тăваттăн Сăр хĕрне окоп чавма тухса каяççĕ. Çулталăк çурăри ачине хунямăшĕпе хăварать Анна. Çав çулсене паянхи кун куççульсĕр аса илеймест вăл. «Чăтма çук сивĕ. Шăннă çĕре кĕреçепе, лумпа таккаса катнă, юмансем касса блиндажсем тунă. Хваттерте çĕр пÿртре пурăннă. Март уйăхĕнче çеç киле таврăннă. Унтан килсен нумай та пурăнман, Алтышевăна вăрман касма кайнă. Çаплаччĕ вăрçă тискерлĕхĕ: выççи-тутти, ĕçĕ-хĕлĕ, сивви-ăшши — пурте куççуль витĕр сăрхăнса чун-чĕрене касса чĕпĕтсе тăратчĕ»,— аса илет вăл. Тăрăшса ĕçлесе, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшса пырса, туслăха упраса пурăнса тăватă çул иртнĕ.
Пĕтĕм халăх чăтăмсăррăн кĕтнĕ Çĕнтерÿ кунĕ çитнĕ.
Анна аппан мăшăрĕпе пĕр тăванĕ те вăрçăран аманса таврăннă. Унăн хăйĕн çемье çавăрмалла пулнă. 1950 çулта кĕлетрен пÿрт лартса хĕрарăм хунямăшĕсенчен уйрăлса тухнă. Чылай çул фермăра ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Анна аппа килĕнче пĕчченех пурăнать. Аслă ывăлĕ Гена Кемĕр облаçĕнче, Ленинокузнецк хулинче çемйипе пурăнать. Кашни çулах амăшне курма, пулăшма килсе каять. Хĕрĕ Тамара Донбасра Молодогвардейск хулинче пурăннă. Хăвăрт чирлесе ÿксе 49 çултах пурнăçран уйрăлать. Амăшĕн чĕри каллех хуçăлса пусăрăнса юлать.
Ватлăх çитрĕ тесе кичемленсе лармасть Анна аппа. Вăрмана кăмпана, çырлана çÿреме юратать. Садра-пахчара та хăех вăй çитнĕ таран тăрмашать. Йывăртарах ĕçĕсене тума кÿршисем, тăванĕсем пулăшаççĕ. Хаçат-журнал, кĕнекесем вулама юратать, çĕр-шыври лару-тăрупа интересленсех тăрать.
Тăманлă Выçлири библиотека çумĕнчи «Улах» фольклор ушкăнне çÿренĕ вăл.
Библиотекăра тăтăшах ачасемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр. Анна аппа вăрçă терт-нуши çинчен шывланнă куçĕсене тăтăшах шăла-шăла каласа парать. «Турра юрăхлă пулăр, ачасем, ĕçе юратăр, çынна ырă тăвăр, мăн кăмăлланса, тарăхса, пĕчĕк кÿренÿшĕнех тавăрас тесе ан çÿрĕр, килĕштерсе пурăнăр. Ыйтакана çăкăр парăр, ÿкекене тăма пулăшăр, япăх куракана çул кăтартăр. Вара эсир те ман пекех нумай пурăнăр»,— тет ветеран. Çак сăмахсем çумне тата мĕнех хушса калăн? Вĕсем çитĕнекен ăру валли пехил пекех. Унран тĕслĕх илмелле.
Источник: "Каçал Ен"