АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйрăм çынсен те техника çине тимлĕх ÿстермелле

14 мая 2011 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче уй-хирсенчи ĕçсем пирки пĕлтерсех тăратпăр. Унта, тĕпрен илсен, опытлă механизаторсем тăрăшаççĕ, вĕсене шанса панă тракторсем çулсерен ирттерекен техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Уйрăм çынсен тракторĕсем те ака-суха вăхăтĕнче ахаль лармаççĕ. Çынсене тĕрлĕ ĕç тума пулăшаççĕ. Пирĕн районта регистраци урлă тухнă 317 трактор, 102 прицеп пур. Анчах та çулталăкра 87 трактор (27 процент), 17 прицеп (16 процент) çеç техосмотр витĕр тухнă. Пĕлтĕр çак енĕпе лару-тăру лайăхрахчĕ. Уйрăм çынсем хăйсен тракторĕсен мĕн пур йышĕн 52 процентне юсавлăх енĕпе тĕрĕслеттернĕччĕ.

Хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти техникăн лару-тăрăвне тĕрĕслесе тăракан ЧР патшалăх инспекцийĕ майăн 10—27-мĕшĕсенче «Частник» операци ирттересси çинчен приказ кăларнă. Унăн тĕп тĕллевĕ — уйрăм хуçалăхсенче усă куракан техникăна тупса палăртасси. Вĕсемпе ĕçлекенсене ĕç тата техника хăрушсăрлăхĕ енчен асăрхаттарасси. Чи пĕлтерĕшли регистрациленĕ техника хатĕрĕсене техосмотр витĕр кăларасси пулса тăрать. Юсавлă техникăпа ĕçлеме шанчăклă.

Çак кунсенче техосмотр тухас тесен кирлĕ документсемпе пирĕн пата килме пултаратăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика