АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кал-кал пырать

14 мая 2011 г.

Асанкасси тăрăхĕнчи çĕрсем хăйне евĕрлĕ. Унта варсем те, шырлансем те пур. Çавăнпах çĕр вăхăтра пиçсе çитмест пулĕ. Çакна районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсенчи ертÿçĕсемпе специалистсем те палăртаççĕ.

«Асаново» ял хуçалăх предприятине çитсенех чи малтан тĕп агрономĕпе В.М.Горбуновпа курса калаçрăм.

— Кăçалхи çур акинче 700 яхăн гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварма палăртнă. Вăрлăхсем çителĕклĕ. Çĕннисем те туяннă. Ака ĕçĕсем япăх мар пыраççĕ. 15 гектар çинче выльăх кăшманĕ акнă. Хальлĕхе 25 гектар тулă, 140 гектар урпа, 30 гектар сĕлĕ çĕре хывса хăварнă. Нумай çул ÿсекен курăксене вăхăтра сÿрелесе пынă. Ку ĕçе çĕртме тунă вырăнсенче те пурнăçланă. Механизаторсен тăрăшулăхне пула, специалистсемпе ертÿçĕ йĕркелесе пынипе хуçалăхри кăçал акмалли-лартмалли çĕрсене сухаласа хăварнă.

Çĕр улмине суйласа лартма хатĕрлесси вĕçленсе пырать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене имçамласа акатпăр,— терĕ Владимир Михайлович.

Кун хыççăн кун иртет, акнă лаптăксен кăтартăвĕсем улшăнсах пыраççĕ. Тăрăшаççĕ акана хутшăнакансем. В.Горбунов çурхи ака-суха ĕçĕнче тăрăшуллă ĕçлекенсене те асăнса хăварчĕ. Вĕсем мĕнле ĕçленине хамăр та куртăмăр. Паллах, пур лаптăках лекеймерĕмĕр. Акнă çĕрте Виталий Миронов, Вячеслав Васильев, Евгений Пыркин, Владимир Кузьмин тăрăшатчĕç. Выльăх кăшманĕ акассипе Владимир Белов тăрăшнă. Белов хушамата асăнтăм та, çур акинче вĕсен çемье экипажĕ ĕçлет тесен те йăнăш пулмасть. Пĕр тăван Анатолипе Валери çĕре культиваци тунă çĕрте вăй хуратчĕç. Çав енĕпех Альберт Языков ĕçлетчĕ. Акакансене вăрлăхпа Лев Павловпа Анатолий Никифоров водительсем тивĕçтерсе тăраççĕ.

Хуçалăхра ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. Çĕр пулса çитнĕçемĕн вĕсене вăхăтра акса-лартса хăварма майсем пур тесех калама пулать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика