11 мая 2011 г.
Телевиденипе те, радиопа та, хаçат-журналта та тăтăшах пушарсем пирки калаççĕ, çыраççĕ. Тăтăшах асăрхаттаратпăр пулин те, «хĕрлĕ автан» алхасать-ха. Пушарсен сăлтавĕн 99 проценчĕ çынсен тимсĕрлĕхĕнчен килет тесе каласшăн.
Ку пирĕнпе пулмасть-ха тесе ансат хăрушсăрлăх правилисене те пăхăнмастпăр. Инкек вара куçа курăнса килмест. Акă халĕ район территорийĕнче «Пушартан сыхланар» уйăхлăх пырать. Çав тапхăрта эпир ача сачĕсенче, шкулсенче пулатпăр, вĕсенче ĕçлекенсемпе профилактикăлла калаçусем ирттеретпĕр.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Çул çитмен ачасене килте пĕччен ан хăварăр.
Çавăн пекех ачасен умĕнче сигарет ан туртăр, усал тĕслĕх ан кăтартăр. Шăрпăка ачасен алли çитмен вырăнта упрăр.
Вут-çулăм алхаснă тĕслĕх сахалрах пултăр тесе эпир хуçалăхсенче электропроводсен юсавлăхне тĕрĕслетпĕр, кăмакасем хутнă чухнехи хăрушсăрлăх пирки калаçусем йĕркелетпĕр.
Источник: "Каçал Ен"