11 мая 2011 г.
Галина Анатольевна Козлова Тукай ялĕнче пурăнать, Анат Тимĕрчкасси шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Галина Анатольевна — библиотекăн çывăх тусĕ. Уроксем ирттерме те, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнма та ăна кĕнекесем нумай пулăшу параççĕ. Пĕччен пымасть вăл вулавăша, унпа юнашар яланах икĕ ывăлĕ. Артур 2-мĕш класра вĕренет, отличник. «Мана районти олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăнма та кĕнеке нумай вулани пулăшрĕ»,— тет Артур.
Егор пĕчĕк-ха, çапах та нумай юмах пĕлет, кĕнеке çине çырмалла маррине те, ăна çурма юраманнине те лайăх чухлать. Кĕнекене пĕчĕклех юратакан ача шкула кайсан та маттур пуласси куç умĕнчех.
Галина Анатольевна — библиотека совечĕн членĕ. Мероприятисем ирттерме сценарисем çырма пулăшма та ÿркенсе тăмасть. Кирек мĕнле мероприятие те активлă хутшăнать.
Источник: "Каçал Ен"