АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăллă библиотекарь

11 мая 2011 г.

Библиотекăра чылай çул ĕнтĕ А.А.Гаврилов тăрăшать. Вăл Шурут вăтам шкулне пĕтерсен Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ лицейре пĕлÿ пухнă. Ун хыççăн вара Алексей Анатольевич культура училищинчен вĕренсе тухнă. Яланах пĕлÿ патне ăнтăлакан каччă куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ.

Манăн 7 мăнук. Вĕсем, хуласенче пурăннă май, кашни каникула, канмалли кунсене килме тăрăшаççĕ. Мăнуксем яланах: «Асанне, библиотекăна каяр-ха»,— теççĕ. Унта вара вĕсем хăйсене кирлĕ илемлĕ литература тупса вулаççĕ, çыртарса илеççĕ, хаçат-журналсене те тишкереççĕ.

Эпĕ хам та хаçат-журнал вулама юрататăп. Вулавăш çуртĕнче тăтăшах «Сывлăх», «Хушма хуçалăх» хаçатсене алла тытатăп. Шурут библиотеки техникăпа та пуян: компьютер, телевизор тата ытти те. Кирлĕ информаципе интернетра тĕплĕнрех паллашма пулать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика