11 мая 2011 г.
Пĕтĕм çĕр-шыври пекех, пирĕн районти ял поселенийĕсенче те Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 66 çул çитнине савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă.
Чĕчкен ял поселенийĕнче 1 вăрçă ветеранĕ, вăрçă вăхăтĕнче çарта пулнисем 3-ĕн, салтак арăмĕсем 3-ĕн юлнă. Вĕсене Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов, «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи В.П.Николаев, Аслă Чурачăк вăтам тата Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕсен директорĕсем С.А.Лукияновпа А.Г.Гибатдинова, ветерансен совечĕн председателĕ А.Б.Мустафина саламланă, парнесем панă.
Çĕнтерÿшĕн паттăррăн çапăçса вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă, шкул ачисем, уява пуçтарăннисем вĕсене сума сунине, ячĕсене яланах асра тытнине палăртнă. «Малашне те мирлĕ пурнăç пултăр, пирĕн ÿсекен ăру вăрçă хăрушлăхне ан куртăр»,— тенĕ ветерансем.
Икĕ шкул ачисем вăрçă паттăрĕсене халалланă юрăсем шăрантарнă.
Источник: "Каçал Ен"