АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кулленхи ыйтусене сÿтсе яврĕç

11 мая 2011 г.

Майăн 10-мĕшĕнче райадминистрацин залĕнче тĕрлĕ структурăсен ертÿçисемпе, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе иртнĕ планеркăра масарсене, район центрĕнчи, ялсенчи урамсене тирпейлесе тăрасси, чечексем лартасси тата ытти çинчен калаçу пулчĕ. Капиталлă строительство пайĕн начальникĕ Б.Каринкин хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленнĕ май котельнăйсене халех тепĕр хĕле хатĕрлеме пуçламалли çинчен аса илтерчĕ. «Кăçал çулла И.Кабалин ячĕллĕ микрорайонти нумай хваттерлĕ çуртсене те индивидуаллă йĕркепе ăшăтма пуçлăпăр. Ку утăм пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тăкакĕсене самаях чакарма пулăшĕ, хваттерсем те ăшăрах пулĕç. Çак енĕпе проектсем тăвас ĕç пырать, анчах хăш-пĕр хваттерсен техника паспорчĕсем çукки чăрмав кÿрет»,— пĕлтерчĕ Борис Макарович.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонне хастартарах хутшăнма чĕнсе каларĕ. Майăн 5-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта пурăнакансем, организацисемпе предприятисен коллективĕсем марафон пухмачне пурĕ 22450 тенкĕ çеç хывнă.

Районти ĕçпе юрă, спорт уявне июнĕн 4-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Культура секторĕн ертÿçи В.Васильев художество пултарулăх коллективĕсем пĕрлештернĕ хорăн репертуарĕнчи юрăсене вĕренме тытăнасса каларĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика