АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен пулмах çуралнă

07 мая 2011 г.

Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас ĕçре чыс-хисепе, ырă ят-сума тивĕçнĕ вĕрентекен пирĕн хушăра сахал мар. Вĕсем тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.

Луиза Ивановна Зайцева Александровка тĕп шкулĕнче кĕçĕн классене пĕлÿ тĕнчин алăкне уçма чылай çул пулăшать. Ăру хыççăн ăру вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларакан учитель коллективра та, ял-йышра та хисепре.

— Ырă кăмăллă, ăш-пиллĕ вĕрентекен. Унăн урокĕсенче куç илмесĕр тимлĕн итлесе лараççĕ. Педагогăн кашни сăмахне ăша хываççĕ,— теççĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсем Луиза Ивановна пирки.

«Шкул алăкне пĕрремĕш хут уçнă ачасемпе паллах ĕçлеме çăмăл мар»,— тет учитель хăйĕн вĕренекенĕсем пирки. 22 çул çак ĕçре тăрăшакан Л.Зайцева кашни ачан чун-чĕрин уççине тупнă.

Паянхи кун Луиза Ивановна 1-мĕш тата 4-мĕш классенчи ачасене вĕрентет. Пултаруллă педагог ашшĕ-амăшĕпе шкул хушшинчи çыхăнăва та аван йĕркелеме пултарать. Ачисен пĕлĕвне хăйсем курса хаклаччăр тесе час-часах уçă уроксем ирттерет.

«Ашшĕ-амăшĕшĕн пепки аван вĕренет пек туйăнать. Чăнлăхра вара яланах апла мар. Урокра ачасемпе пĕрле ларсан çакă питĕ лайăх курăнать»,— тет Луиза Ивановна.

Чĕре хушнипе пурнăçлакан ĕç яланах паха çимĕç парать. Ачасене ăс-тăн парас, пурнăç çулĕпе çирĕп утма хăнăхтарас ĕçре тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн, вĕрентÿ ĕçне çĕнĕ меслетсем кĕртсе пынăшăн коллективра Л.Зайцева тĕслĕх пулса тăрать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика