07 мая 2011 г.
Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, вăрçăн хаяр кунĕсенче тылри ĕçченсем те çĕнтерĕве туптанă. Акă «Красный клевер» колхоз (халĕ «Дружба») ĕçченĕсем фронт валли чылай япала ăсатнă. 1941 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче колхоз правленийĕн канашлăвĕнче Хĕрлĕ çара пулăшу парасси пирки йышăну туса хăварнă, çак япаласене уйăрнă: 10 мăшăр алса, 10 мăшăр чăлха тата ытти те. Фронт валли япала пуçтарас ĕçре уйрăмах Филимон Смирнов, Сергей Иванов, Александра Дмитриева палăрнă.
Сентябрĕн 17-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура вара колхоз председателĕ Ф.Смирнов пухăннисем умĕнче тухса калаçнă. «Хĕрлĕ çара валли хĕллехи тумтир — кăçатăсем, çĕлĕксем, кĕрĕксем — ăсатмалла. Енчен те хăш-пĕр япаласене колхозра тупаймасан, çынсенчен укçалла илсе ярса парар»,— тенĕ ертÿçĕ.
Декабрь уйăхĕнче ирттернĕ канашлура вара «Красный клевер» колхозникĕсем «Комсомол Чувашии» бронепоезд валли 500 тенкĕ укçа уйăрасси çинчен те йышăну тунă. Укçа пухма çак çынсене уйăрнă: Клавдия Дмитриева, Анастасия Сметанова, Алексей Смирнов тата ыттисем те.
Çĕнтерÿ хыççăн та вăрçăран сусăрланса килнĕ салтаксен çемйисене, вăй питти арçынсем çук (вăрçăра пуçĕсене хунă) çемьесене май пулнă таран пулăшма тăрăшнă хуçалăх. Акă, 1945 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура «демобилизованнăйсене пулăшма вăрмана вутта ярасси çинчен» йышăннă. Унта Маврăпа Зоя Смирновăсене, Иван Шорникова, Пелагея Ивановăна, Васса Марковăна, Мария Гончаровăна тата ыттисене те вутă илсе килсе памалли çинчен каланă.
Источник: "Каçал Ен"