07 мая 2011 г.
Вăрçă... Мĕн тери тискеррĕн те хăрушшăн илтĕнет çак сăмах. Мĕнле сивĕлĕх, ырату пытаннă унта. Ăна пула мĕн чухлĕ юн, куççуль юхман-ши?
Ĕмĕрсем иртсен те 1418 куна тăсăлнă вăрçă çĕр-шыв историйĕнчен тухмĕ. Çавăнпа пĕрлех çапăçусенче тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартни, пĕтĕм вăя пухса кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлени манăçмĕ.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пурнăçĕсене шеллемесĕр Тăван çĕр-шыва хÿтĕленисене чыслатпăр. Уявра фронтра пулнисем те, тылра Çĕнтерÿ кунне çывхартас тесе ырми-канми ĕçленĕ çынсем те вăрçă çулĕсене аса илеççĕ. Çав асаплă та йывăр кунсем паянхи пек вĕсен куçĕсем умне тухса тăраççĕ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсенчен пĕри вăл — Ревокат Моисеев. Паянхи кун та Ревокат Прохорович хаçатпа тачă çыхăну тытать, унăн статйисем, калавĕсем тăтăшах пичетленеççĕ.
«Курск пĕккинчи çапăçусем Кăнтăр фронтĕнче 1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче пуçланчĕç. Вăрçă шавĕ пирĕн çинелле çывхарса пычĕ. Июлĕн 12-мĕшĕнче эпир те тăшман позицине атакăлама тытăнтăмăр. Тепĕр кунне вара рота командирĕ Ахметзанов аманчĕ. Вăхăт иртсен çĕнĕ командир пачĕç. Вăл эпир выртакан позиципе паллашрĕ, кашни салтак патне çитсе умри яваплă самант çинчен кĕскен ăнлантарчĕ: ракета сигнал парсан пурин те харăс çĕкленсе, темле вăйлă вут-хĕм тăкнине пăхмасăр, малалла ыткăнмалла, шинельсене, противогазсене, салтак кутамккисене кунтах пăрахса хăвармалла. Алăра автомат, винтовка тата сапер кĕреçи çеç пулмалла. Манăн, паллă ĕнтĕ, телефон аппаратне те, кабель катушкине те хăварма çук. Лейтенант пурне те хытă асăрхаттарчĕ: кам аманмасăр çĕр çине выртма пăхать, çак пистолетпа персе пăрахатăп!» — аса илчĕ ветеран.
Çак самантра Ревокат Прохоровичăн куçĕсем те шывланчĕç. Хаяр вăрçăн синкерĕсем ун умне тухса тăчĕç-мĕн.
— Кăштахран ракета хăпарса сигнал пачĕ. Пурте çĕклентĕмĕр. Нимĕç урса кайсах вут тăкать. Тăшман позицийĕ умĕнче пысăк мар шурлăх пулнă. Ăна минăласа йĕплĕ пралукпа карнăччĕ. Саперсен пралук касса минăсене сиенсĕрлетмелли çинчен шутлама та вăхăт пулман. Малта пыракан салтаксем минăсем çинче сирпĕне-сирпĕне кайрĕç. Вара ун хыççăн ыттисем валли çул уçăлчĕ. Эпир вĕсен позицине вирхĕнсе кĕнĕ чухне нимĕçсем машинăсем çине ларса Будские Выселки ялĕ еннелле тарма ĕлкĕрнĕ. Пирĕн пĕр тăхтаса тăмасăрах çак яла хăтармалла. Нимĕçсем патне çитсен телефонпа командир позицие йышăннине пĕлтерчĕ. Манăн катушка çинчи кабель сÿтĕлсе пĕтнĕччĕ. Командир çыхăнăва татмалла марри çинчен каларĕ. Эпĕ çухалса каймарăм. Нимĕçсен блиндажĕ патне чупрăм. Чăн та, вĕсем кабеле сÿтме ĕлкĕреймен пулнă. Хамăн хура тĕслĕ кабеле нимĕçсен хĕрлĕ тĕслипе çыхăнтартăм. Лини шăпах Будские Выселки еннелле тăсăлнă-мĕн. Çак ялшăн пынă çапăçура мана амантрĕç, тăна çухатрăм. Хирти госпитальте операци сĕтелĕ çинче тăна кĕтĕм,— сăмахларĕ малалла суранланнă аллине кăтартса Р.Моисеев. Врачсен ушкăнĕ гангрена сарăлни, ампутаци тумалли çинчен калаçни хăлхана кĕнĕ. Тĕп хирурга чĕнсе сурана кăтартсан «Ытла çамрăк, аллине çăласчĕ»,— тесе пĕлтернĕ. Наркоз парса операци тăваççĕ салтака, аллине татмасăр сиплеççĕ. Паянхи кун та тав сăмахĕ калать вĕсене Ревокат Прохорович.
...Уявра орден-медаллĕ пиншакне тăхăнма кăмăллать ветеран, çав наградăсем çутă пуласлăхшăн, тăнăç пурнăçшăн кĕрешнине кăтартаççĕ-çке.
Источник: "Каçал Ен"