АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăшăр çĕр-шыва хÿтĕленĕ

07 мая 2011 г.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнисен йышĕ çулсеренех чакса пырать. Нумаях пулмасть эпĕ Эткер ялĕнче пурăнакан Скворцовсемпе курса калаçрăм. Мĕншĕн Скворцовсем тесе уйрăммăн палăртрăм-ха? Василий Григорьевич та, мăшăрĕ Александра Павловна та — вăрçă ветеранĕсем. Иккĕшĕ те тĕрлĕ фронтсенче Тăван çĕр-шыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕленĕ.

— Вăрçă умĕнхи çулсем çăмăлах пулман. Ялти ачасемпе пĕрле утă çулнă, тырă вырнă, лашасемпе ĕçленĕ,— сăмахне пуçларĕ Василий Григорьевич. Йывăрлăхĕсем пулнă пулин те вĕсене питех асăнмарĕ. Çирĕп пÿ-силлĕ йĕкĕте Маяк — Хырай Ĕнел — Елчĕк çула тума янă. Вĕсем унта çĕр турттарнă, хăпартнă. «Халĕ вăл çул вырăнĕ те çук»,— тет ветеран аса илсе.

Вăрçă пуçлансан В.Скворцова Пăрачкав районне хÿтĕлев сооруженийĕсем тума яраççĕ. Унта вăл пĕренесем турттарнă çĕрте ĕçлет.

1942 çулта 17 çулхи çамрăка çара илеççĕ. Иваново облаçĕнче темиçе уйăх вĕрентнĕ хыççăн вăрçа ăсатаççĕ. Ленинград фронтĕнче пулать вăл. Пĕрремĕш çапăçурах урине йывăр амантать. Кострома хулинчи госпитальте сывалнă хыççăн каллех фронта каять. Балтика тăрăхĕнчи республикăсене ирĕке кăларассишĕн çапăçать. Ветеран Юрмала, Рига тата ытти хуласемшĕн хĕрÿ тытăçусем пынине палăртрĕ.

— Илемлĕ вырăнсемччĕ. Кемри текен хула уйрăмах ман кăмăла кайрĕ. Унта «Юрату юманĕ» пурччĕ. Юнашарах сиплĕхпе палăрса тăракан юхан шывччĕ. Çак хитрелĕх пĕр вăхăт вăрçă хăрушлăхне те манăçтаратчĕ, тăван тавралăха аса илтеретчĕ,— тет ветеран. Çĕнтерÿ кунне вăл Латви çĕрĕ çинче кĕтсе илет.

1946 çулччен çĕр-шывăн çав енчи чиккисене сыхлакан çар чаçĕнче службăра тăрать. Яла демобилизаци йĕркипе таврăнсан та алă усса лармасть. «Новая жизнь» колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшать. 1948—1954 çулсенче Эткер ял ĕç тăвкомĕнче секретарьте тăрăшать. Вăрçă хыççăнхи çулсенче унта ĕçлеме çăмăлах пулман. Халăх тĕрлĕ кăткăс ыйтусемпе пынă. Скворцова темиçе хутчен те депутата суйланă май унăн яваплăх тата пысăкрах пулнă. «Мĕн пултарнă таран тăрăшнă, йывăр ыйтусене татса пама тивнĕ. Халĕ пурне те асăнса та пĕтерейместĕп»,— тет сăпайлăн ветеран.

Каярахпа В.Скворцов «Красный маяк» колхозра вăй хунă. Асăннă хуçалăх «Комсомоль-ский» совхозпа пĕрлешсен унта тивĕçлĕ канăва кайиччен тăрăшнă. Кил-çуртра выльăх-чĕрлĕх тытнă, хурт-хăмăр ĕçĕ те Василий Григорьевичăн кăмăлне кайнă. Хăйĕн хуçалăхĕнче пыл хурчĕсене пăхнă.

Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшнă вăрçă инваличĕ. Паянхи кун та хăйне вăй-халлă туять вăл. Малашне те сывлăхĕ пултăр тесе калатăп. Вăрçăри паттăрлăхшăн, ĕçри хастарлăхшăн панă наградăсем 20-е яхăн унăн. Чи паллăраххисем çинчен каласах килет. Вăрçăра хăюллă пулнăшăн вăл Отечествăлла вăрçăн I степеньлĕ орденне, «Çапăçура палăрнăшăн» медале тивĕçнĕ. Хастар ĕçшĕн Хисеп грамотисем парса чысланă.

Пулас мăшăрĕпе, Пучинке хĕрĕпе, Йĕпреç тăрăхĕнче паллашнă. Александра Павловна та — вăрçă ветеранĕ. Сывлăхĕ япăх пулнипе унпа курнăçма май килмерĕ. Çамрăк хĕр 1942 çултах вăрçă хирне тухса кайнă. Çĕнтерÿчченех санитари взводĕнче медицина сестри пулнă. Тупăсем кĕрленĕ, снарядсем шартлатса çурăлнă самантсенче аманнă салтаксене çапăçу хирĕнчен илсе тухнă. Отечествăлла вăрçăн II степеньлĕ орденне ахальтен памаççĕ, паллах. «Çапăçура палăрнăшăн» медале те тивĕçнĕ вăл.

Скворцовсем 3 хĕре ура çине тăратнă. Вĕсене пĕлÿ илме пулăшнă. Халĕ мăнукĕсемпе савăнаççĕ. «Кĕрÿсем те, хĕрсем те, вĕсен ачисем те килсех тăраççĕ. Кÿршĕсемшĕн те пирĕн алăк яланах уçă. Пире хисепленĕшĕн ял-йыша чĕререн тав тăватпăр»,— терĕ Василий Григорьевич. Çак сăмахсем çумне ним хушса та калаймăн. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине мĕн çиттĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика