АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен тĕп тĕлевĕ – тупăшлă ĕçлесси

07 мая 2011 г.

Иртнĕ çул çак вăхăтра хирсенче ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăратчĕ. Кăçал вара çумăр кансĕрлерĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсем çапах вăхăтпа туллин усă курма тăрăшаççĕ, ĕç хăвăртлăхне чакармаççĕ.

Паянхи кун районти чылай хуçалăхсенче çĕр улми суйлас ĕç пырать. «Алга» ЯХПК ĕçченĕсем те ака-суха ĕçĕсене апрелĕн 26-мĕшĕнче пикеннĕ. Хуçалăхра çĕр улми суйлаççĕ, акмалли вăрлăха имçамлаççĕ. Кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçнă.

Урмаелсем пĕлтĕр кĕрхи культурăсене 200 гектар акса хăварнăччĕ. Иртнĕ кунсенче вĕсем 90 гектар çĕр çине урпа акнă. Вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ.

«Çур акине пĕлтĕрхинчен каярах пикентĕмĕр. Хĕрÿ ĕç çитнĕ май пĕр пушă вăхăт та çук. Çанталăка шута илсен кăçал япăх мар кăтарту пулмалла»,— терĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Нурислам Мифтахутдинов.

Çĕр улми суйланă çĕрте Вагизе Гафурова бригади ĕçлет. Уйрăмах кунта Фения Салахутдинова, Дание Пахалова, Тензиле Гибатдинова, Гульнара Гимальтдинова, Гузель Петрова, Миннегель Гибатдинова, Фериде Садыкова, Сарие Абдуллаева, Рузалия Кушаева, Гелиме Салахутдинова хастар.

«Çĕр улми туса илме кăткăс пулсан та вăл паянхи кун укçа-тенкĕ ытларах паракан культура шутланать. Хуçалăх кăçал та ăна 50 гектар çинче ÿстерсе тата сутса тупăш тăвасшăн. Пирĕн тĕп тĕллев – тупăшлă ĕçлесси»,— терĕ председатель.

Вăрлăха им-çамланă çĕрте те хĕрÿ ĕç пырать. Кунта унччен 45 çул трактористра тăрăшнă Рафаким Шарипов машинист, Тензиля Алиева, Минсылу Кушаева, Минсевде Тамалиева ĕçлеççĕ. Сăмахран, Минсевде Бедртдиновна колхозра 34 çул, вĕсенчен 18 çулне им-çамланă çĕрте вăй хурать.

Çур акинче ĕçлекенсене столовăйĕнче тутлă апат пĕçерсе çитереççĕ.

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать»,— теççĕ ваттисем. Çавна шута илсе ĕçлеççĕ те ĕнтĕ урмаелсем. Акана лайăх ирттермелле пултăр вĕсен.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика