АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăхăнса ĕçлемелле

04 мая 2011 г.

Çĕр — патшалăхăн тата халăхăн наци пуянлăхĕ. Уйрăмах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем хаклă. Вĕсем çут çанталăк объекчĕсем çеç мар, продукци туса илме май параççĕ. Саккун тăрăх вĕсене варалама тата унпа ытти тÿнтерле ĕçсем тума юрамасть. Çĕр — чĕрĕ организм. Унăн çиелти пайĕнче химилле, биологилле тата ытти япаласем пур. Вăл ÿсен-тăрана ÿсме кирлĕ тутлăхлă япаласемпе, сывлăшпа, шывпа, ăшăпа тивĕçтерет. Тăпрара вăл е ку культурăна тухăçлă çитĕнме май паракан япаласем пулмалла. Çĕр пахалăхлă, пулăхлă пулсан çеç тупăш кÿрет. Çавăнпа та унпа тухăçлă усă курмалла.

«Çĕре патшалăх енчен контроллесси çинчен» РФ Правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн федераллă 3 орган çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăрать. Вĕсем: Росреестр, Россельхознадзор тата Росприродонадзор. Россельхознадзор çĕрĕн пулăхлă сийне урăх тĕллевпе никамран ыйтмасăр сÿсе илсе ытти вырăна турттарса кайнине, юрăхсăра кăларнине шута илсех тăрать. Пестицидсемпе, агрохимикатсемпе, çын сывлăхĕшĕн тата çут çанталăкшăн сиен кÿрекен япаласемпе усă курмалли йĕркене пăсмалла мар. Çĕр саккунне пăхăнса ĕçлемелле, пулăхлă çĕр сийне ирĕк илмесĕр сÿсе илнишĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 1-мĕш статйин 8.6 пайĕпе айăплаççĕ. Иртнĕ çул çак сăлтавпа Россельхознадзор управленийĕ юридици енчен вăйра тăракан 1, должноçри 9 çынна, 7 гражданина явап тыттарнă. Россельхознадзор управленийĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче свалка тунишĕн те çирĕп ыйтать. Çÿп-çап куписем тавралăха илемсĕрлетнисĕр пуçне тăпрана сиенлеççĕ. Пĕлтĕр çĕр контроль пайĕн специалисчĕсем темиçе çĕртен анализ валли тăпра тĕслĕхĕсем илнĕ. «Нижегородский референтный Россельхознадзор» ФГУ тишкерĕвĕсем Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Тăвай районĕсенче хăш-пĕр çĕрте тăпрара хура тăхлан (свинец) тата цинк пуррине çирĕплетнĕ. 2010 çулта Россельхознадзор управленийĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене вараланăшăн юридици енчен вăйра тăракан 3, должноçри 33 çынна, 11 гражданина явап тыттарнă.

Çĕр контролĕн пайĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче çум курăк, тĕмĕсем ÿстерме юраканнине палăртать. Ун пек çĕрсем çинчи çум курăка, ашкăрса кайнă пулсан, химилле препаратсем кирлĕ. Çакă вара тăпрари химилле япаласен виçине ÿстерсе ярать. Çум курăк тăпрари тутлăхлă япаласене туртса илет, чирлеттерет, сиенлĕ хурт-кăпшанка ĕрчеме май парать. Типнĕ çум курăксем пушар тухасран хăрушă, тăван тавралăха, çынсемпе выльăх-чĕрлĕхе те сиенлеççĕ.

Россельхознадзор ЧР управленийĕн çĕр контролĕн пайĕ ĕç тăвакан, вырăнти самоуправлени органĕсемпе, прокуратурăпа тачă çыхăнса ĕçлет. Пай специалисчĕсем çĕр саккунне пăхăннин тĕрĕслевĕсене хутшăнаççĕ. Ял хуçалăх министерствипе, Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствипе те килĕшÿсем пур. Республикăри пур район администрацийĕсемпе çыхăну тытать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика