04 мая 2011 г.
Республикăра «Чăваш Ен çулталăк учителĕ» конкурс ирттересси йăлана кĕнĕ. Унăн тĕллевĕ — тăрăшуллă, творчествăлла ĕçлекен педагогсене тупса палăртасси, вĕсене хавхалантарасси, вĕрентекен ĕçне пахаласси, ăсталăхĕпе паллаштарасси. Малтанхи тапхăр районсенче иртет. Унта чи пултаруллисене районти «Çулталăк учителĕ» конкурсра палăртаççĕ. 2011 çулта çак ята Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче математика предметне вĕрентекен Наталия Николаевна Салмина çĕнсе илчĕ. Вăл апрелĕн 27—29-мĕшĕсенче Çĕмĕрле хулинче иртнĕ «Чăваш Ен вĕрентекенĕ — 2011» республикăри професси ăсталăхĕн ХХ конкурсĕнче район чысне хÿтĕлерĕ. Унта Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕсенчен 29 вĕрентекен хутшăнчĕ. Конкурс вăхăтĕнче вĕсем методика семинарĕсем ирттерчĕç, педагогикăн инновацилле технологийĕсемпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе ĕçлес енĕпе хăйне евĕрлĕ меслетсене кăтартрĕç. Жюри 5 вĕрентекен финала, 11 педагог тĕрлĕ номинацире мала тухнине палăртнă. Пирĕн ентеш, Наталия Николаевна, çухалса каймарĕ, хăйĕн талантне туллин кăтартрĕ. Вăл «Учитель—интеллект и эрудиция» номинацире çĕнтерчĕ. Çакăншăн ăна интернет-планшет тата флэш-накопитель (нумай документа асра тытаканни) парса чысларĕç.
— Чи интересли — никам та пĕр-пĕрне тупăшакан вырăнне хуманни. Пĕр-пĕрне пулăшса пычĕç, канашларĕç, мероприятисене хапăлласа хутшăнчĕç. Пурте хăйсене уяври пекех туйрĕç тесен те йăнăш пулмасть. Конкурсăн финалĕнче ЧР вĕрентÿ министрĕ В.Н.Иванов алă парса тав сăмахĕ калани кашнинех хăпартлану та, хавхалану та кÿчĕ,— терĕ Наталия Николаевна конкурс хыççăн.
Пултаруллă вĕрентекен çинчен нумай калама пулать. Кĕскен çеç пулин те унпа паллаштарар-ха. Наталия Николаевна Комсомольскинче çуралса ÿснĕ. 1991 çула Комсомольски вăтам шкулне кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пурнăçне амăшĕн профессийĕпех çыхăнтарма шутланă. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне (халĕ педуниверситет) вĕренме кĕнĕ. Унта математика тата информатика учителĕн специальноçне илнĕ.
Мăшăрĕпе 3 хĕр пăхса çитĕнтереççĕ. Ачисем те пултаруллă. 10-мĕш класра вĕренекен Виктория, 5-мĕш класра пĕлÿ илекен Ирина шкулта пур предметпа та «чи лайăх» паллăсемпе çеç вĕренсе пыраççĕ, тăтăшах олимпиадăсенче çĕнтереççĕ. Саша вара кăçалхи çул парта хушшине ларĕ.
Наталия Николаевнăна ĕçре те, çемьере те ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"