04 мая 2011 г.
ДОСААФ организацийĕ хăйĕн тивĕçне яланах çÿлте тытса пынă. Паян та ят-сумне çухатман-ха вăл, задачисене туллин пурнăçа кĕртсе пырать. Илер-ха унăн водительсем хатĕрлес ĕçне. Пĕлтĕр ДОСААФăн пирĕн районти уйрăмĕн водительсен курсĕнчен 333 çын вĕренсе тухрĕ е квалификацине ÿстерчĕ. Вăл шутран «В» категорипе — 122-ĕн, «В, С» — 151-ĕн водитель прависене илчĕç. Ытти категорисемпе вĕреннисем те сахалах мар. Кăçал вара 76 курсант вĕренÿре пулчĕ.
Палăртма кăмăллă, водитель правине илме тĕллев лартнисем хушшинче хĕрсемпе хĕрарăмсен шучĕ самаях ÿссе пырать, курсантсенчен çуррине яхăн вĕсем.
Кунта В.П.Малышев преподаватель, Д.М.Азизов, И.В.Конторский, Д.В.Говоров, С.А.Чернов инструкторсем вĕренекенсене тарăн пĕлÿ пама, руль умне ларса тухсан тимлĕхе темиçе хут ÿстерме пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе кăтартаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"