04 мая 2011 г.
Апрелĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Комсомольски районĕнче пулчĕ. Комсомольски тата Патăрьел районĕсен чиккинче ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков, «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Ершов кĕтсе илчĕç. Республика ертÿçи пирĕн тăрăхри виçĕ хуçалăха çитсе çурхи ака-суха ĕçĕсем епле пынипе паллашрĕ.
«Труд» ЯХПК председателĕ Василий Николаев кăçал 950 гектар çинче ака тума палăртнине пĕлтерчĕ. Шăмат кун тĕлне çак лаптăкран 350-шне акма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Аслăчурачăксемпе чĕчкенсем ыран-паян çĕр улми лартма та хатĕр. «Районта, çак культура тупăшлине шута илсе, çĕр улми лаптăкне çулсеренех ÿстерсе пыратпăр. 2011 çулта «иккĕмĕш çăкăра» пурĕ 2250 гектар лартасшăн, вăрлăхĕ çителĕклех пур», — терĕ Геннадий Федорович кăçалхи плансемпе паллаштарса. Сăмах май каласан, районти хуçалăхсенче çур акинче 8180 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 30 гектар сахăр кăшманĕ, 162 гектар пахча çимĕç, кукуруза 195, пĕр çул ÿсекен курăксене 2028 гектар акма палăртнă. Хĕрÿ ĕç тапхăрне ирттерме 1832 тонна минераллă удобрени, 420 тонна дизтопливо, 61 тонна бензин пур.
«Слава» кооперативра пĕлтĕр кĕрхисене 300 гектар акса хăварнă, çакă малтанхинчен чылай нумайрах. Калчасем лайăх хĕл каçнă. Çур аки епле пыни çинчен сăмах пуçарсан, Михаил Буслаев председатель кашни лаптăках удобрени хывнине, имçамласа акнине асăнчĕ.
Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсемпе, республикăра хĕлле кĕрхи культурăсен 5—10 проценчĕ пĕтнĕ. Комсомольски районĕнче вара калчасем тĕл-тĕл çеç шăннă е çĕрнĕ. Халĕ çĕр ĕçченĕн тĕп тĕллевĕ — вĕсене вăхăтра апатлантарасси.
«Хăшĕ-пĕрисем, пĕлтĕр çанталăк типĕ тăнипе, кĕрхи культурăсене акса хăварма шикленсе тăчĕç. Республика правительстви лартнă тĕллевсене пурнăçланисем вара пĕрре те йăнăшмарĕç, вĕсен пысăк тухăç илес шанчăк пур»,— терĕ Президент.
Ĕçлĕ çул çÿреве Михаил Игнатьев «Искра» хуçалăхра вĕçлерĕ. Кунта çĕр ĕçченĕсем тăрăшсах урпа акатчĕç. Татьяна Мартынова агроном пĕлтĕрхи шăрăх хыççăн тăпрари нÿрĕклĕхе ÿстерме мĕнле ĕçсем пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Хуçалăхра 750 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсем акма палăртнă, çакăн виççĕмĕш пайне акнă та ĕнтĕ. Михаил Васильевич ял ĕçченĕсене ака ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă вĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
Источник: "Каçал Ен"