04 мая 2011 г.
Апрелĕн 27-мĕшĕнче «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ пулчĕ. Вырăнти политсовет ĕçĕпе Комсомольски районĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Г.Ф.Волков отчет туса пачĕ. С.Н.Журавлев контрольпе ревизи комиссийĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ.
Отчетлă докладсене сÿтсе явма Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн директорĕ Евгений Басников, политсовет секретарĕ — ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Илдус Миннетуллин, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, партин вырăнти ĕçтăвкомĕн ертÿçи Валерий Гаврилов хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем партипе политика ĕçне аванлатмаллине палăртрĕç, халăха çывăхрах пулма, унăн пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшарах ĕçлеме сĕнчĕç. «Единая Россия» партин регионти политсовет секретарĕн çумĕ Петр Краснов, район пуçлăхĕ Евгений Карпеев та сăмах илчĕç, парти авторитетне ÿстерес тесен сăмах çаптарнипе çеç мар, конкретлă ĕçсем тумаллине каларĕç. Конференци делегачĕсем сÿтсе явнă ыйтусемпе йышăнусем кăларчĕç.
Конференци çĕнĕ политсовет суйларĕ, унăн секретарĕ пулма Г.Ф.Волкова, ĕçтăвкомĕн ертÿçине Валерий Гавриловах шанчĕç.
Источник: "Каçал Ен"