04 мая 2011 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче те, уйрăм хуçалăхсенче те çурхи ака-суха ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Çĕр пиçсе çитнĕçемĕн акаççĕ, лартаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне пур пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем те хире тухнă. Пурĕ 1100 гектар ытла пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акса хăварнă. Çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксене, кĕр тыррисене сÿрелеççĕ, апатлантараççĕ. Акиччен, лартиччен маларах культиваци тумалла. Ку ĕç те районта аван пырать. Пур хуçалăх та тенĕ пекех вăрлăха им-çамласа акма тăрăшать.
«Дружба» ял хуçалăх кооперативĕ тата «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ çĕр улми лартма пуçланă.
Хуçалăхсем акана вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тесе тăрăшаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"