АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул пурнăçĕ вĕресе тăрать

30 апреля 2011 г.

Нĕркеç вăтам шкулĕнче тĕрлĕ уявсене е пĕр-пĕр акцие халалласа тăтăшах мероприятисем иртеççĕ. Акă «Çурхи ыркăмăллăх эрни» пынă тапхăрта 3-мĕш тата 5-мĕш классем Хирти Мăнтăрти ветерансен çур-тĕнче пулчĕç. Ачасем ватăсене концертпа савăнтарчĕç. Куракансене Н.Белкинапа В.Кириллова юрланă «Бабушки» юрă уйрăмах килĕшрĕ. 3-мĕш класра вĕренекенсем «Итлемен чăх чĕппи» сценка лартса пачĕç. Ватăсем алă çупса ачасене тав турĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.

2010 çултанпа шкул программине «Основы православной культуры» предмет кĕртнĕ. Ачасем авалтан пыракан йăласене пĕлччĕр тесе Мăн кун уявĕн йăли-йĕркине туса ирттертĕмĕр, ал ĕç выставки йĕркелерĕмĕр.

Чăваш çырулăхне, шкулне пурнăç панă, тăван халăха тĕнче цивилизацийĕ шайне çĕклеме ĕмĕтленнĕ И.Я.Яковлева халалласа шкулта эрнелĕх иртрĕ. Ачасене малтанах аслă вĕрентекен пурнăçне, пултарулăхне çутатакан презентаципе паллаштартăмăр. Кĕçĕн классем ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕç, И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх сценкăсем кăтартрĕç. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче кашни вĕренекеншĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕр ачасемпе арçын ачасем «Эпир чăваш йăхĕнчен» сăвă-юрă литмонтажĕпе паллаштарчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика