30 апреля 2011 г.
Кĕçех Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 66 çул çитĕ. Çак куна эпир кашни çулах анлăн паллă тума тăрăшатпăр. Мĕншĕн тесен пирĕн кукаçисемпе асаттесен паттăрлăхне нихăçан та манмалла мар. Çакăн пек тулăх та çителĕклĕ пурнăçшăн вĕсене çĕре çити пуç таятпăр.
Акă районти «Çĕр тата çынсем» музейре Аслă Отечествăлла вăрçа халалланă экспозици пур. Кунта Тăван çĕр-шыва хăйсен ирĕкĕпе хÿтĕлеме çырнă 352 заявлени, вăрçă хирĕсенчен çырнă çырусем, документсем, сăн ÿкерчĕксем тата ытти япаласем те упранаççĕ. Çак экспонатсене те курма килекенсем хумханмасăр пăхма пултараймаççĕ. Ÿсекен ăрăва Тăван çĕр-шыва юратма, ăна хÿтĕлеме вĕрентеççĕ. Музей ĕçченĕсен тивĕçĕ — кашни япалана тĕрĕс-тĕкел упрасси, фонда экспонатсемпе пуянлатасси. Майăн 9-мĕшĕ çывхарса килнĕ май вăрçăпа çыхăннă материалсем, япаласем, документсем пулсан музее парнелеме ыйтатпăр. Вĕсем музейре хăйсен вырăнне тупĕç, çултан çул упранĕç. Экскурсисем, уроксем ирттернĕ чухне вĕсемпе анлăн усă курăпăр, районти çынсем, ачасем, курма килекенсем паллашĕç.
Источник: "Каçал Ен"