АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрĕпех халăх сывлăхĕшĕюн тăрăшнă

30 апреля 2011 г.

Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Анастасия Кондратьевна Поргунова апрель уйăхĕнче 85 çул тултарчĕ. Пĕтĕм пурнăçне вăл сывлăх сыхлавне панă. Паянхи кун та аслăчурачăксемпе чĕчкенсем ун пирки ырласа çеç калаççĕ. Вăхăтра пулăшу парса миçе çын пурнăçне çăлса хăварман-ши пултаруллă хĕрарăм? Вăл ĕçлеме пуçланă çулсем йывăр килнĕ. «Комсомольскинчи тĕп больницăна чирлĕ, аманнă çынна илсе çитерме хĕн пулнă. Çул-йĕр начар, транспорт сахал, медикаментсем енĕпе те пуянах пулман.

Настьăн çамрăк çулĕсем вăрçă вăхăтне лекнĕ. Вăл 15 çул тултарсан нимĕç фашисчĕсем совет çĕрĕ çине тапăнса кĕнĕ, Шупашкар районĕнчи Липовка ялĕн хĕрĕн кăткăслăх чылай пулнă. Ашшĕне, Кондратий Иванова, фронта илсе кайнă.

Çемьери пĕтĕм ĕç хĕрарăмсем çине тиеннĕ. «Вăрçă хирĕнче çапăçакан салтаксене, ашшĕне пулăшмалла»,— çирĕп тĕллев лартнă хăй умне хĕр. 1942 çулта госпиталь çумĕнче вырнаçнă Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Настя пĕлÿ илес, лайăх специалист пулса тухас тесе тимленĕ. Госпитале йывăр аманнă салтаксене илсе килнĕ. Алăсăр е урасăр çамрăксене курсан куççуль пăчăртанса тухнă. Çамрăк медсестрасем юнлă, пÿрленсе тăракан сурансене çуса тасатнă, кирлĕ эмелсемпе сĕрнĕ. Аудиторисенче питех вĕренмен те, практика госпитальте пулнă. Преподавательсем вĕсене сăнасах тăнă, ăсталăхне кура паллăсем лартнă.

Вăл е ку салтака ура çине тăратма, сыватма май килсен чунтан хĕпĕртенĕ. Шел, хĕр ашшĕне вăрçăран кĕтсе илеймен. 1942 çулта вăл Ржев хули çывăхĕнче пуçне хунă.

1944 çулта Анастасия училищĕре вĕренекенсемпе пĕрле Элĕк ялĕнче сасартăк сиксе тухнă шатраллă тифпа кĕрешме каять. Çамрăк медсестрасем 3 уйăхра ку чире çĕнтерме пултараççĕ.

Училище пĕтерсен Настьăна Комсомольски ялне направленипе яраççĕ. Кунта вăл Федор Иванович Поргуновпа тĕл пулать. Юратакан икĕ чĕре пĕрлешсе çемье çавăрать. Виçĕ ывăл çуратса ÿстереççĕ вĕсем. Анастасия Кондратьевна чылай вăхăт Аслă Чурачăкри фельдшер пункчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Вăл — Чăваш АССР тава тивĕçлĕ медицина ĕçченĕ.

Ялта ăна хисеплеççĕ. Анастасия Кондратьевна чылай çул пĕрле ĕçленĕ К.Шипатова, З.Григорьева, Г.Зейдуллина фельдшерсене, М.Краснова санитаркăна кăмăлтан аса илет. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕ вĕсем. Килтен çÿресе йывăр чирлисене пулăшу панă.

А.Поргунова халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса сăваплă ĕç тунă. Вăрăм ĕмĕр пултăр ăна.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика