27 апреля 2011 г.
Çуркунне час пулман пирки вĕлле хурчĕсем усракансем умне пысăк чăрмав сиксе тухрĕ. Пĕлтĕр август уйăхĕнче çанталăк питĕ шăрăх пулнипе амасем çителĕклĕ çăвăр сапса хĕлле валли çамрăк та вăйлă вĕлле хурчĕсем хăвараймарĕç. Асăннă сăлтава пула хĕл каçма ватăрах хуртсем нумайрах юлчĕç. Вĕсен çуркунне хăйсем вырăнне пĕрер личинка туса çамрăк вĕлле хурчĕ хăвармалла. Анчах та ун пек тума çанталăк условийĕсем кăçал урăхларах килсе тухрĕç. Тепĕр пысăк чăрмавĕ вăл — вĕллесенче перга сахал пулни. Перга (вĕлле хурчĕн çăкăрĕ) пулмасан личинкăсене çитермелли паха апат çук, çавăнпа вĕлле çемйисене çуркунне аталанса кайма питĕ йывăр. Ытти çулсене илсен ку вăхăтра çут çанталăкран пыльца самаях кĕрсе пынă. Çавăнпа вĕлле хурчĕсем çăвăрсене аван аталантарма пултарнă. Кăçал пачах урăхла, вĕлле хурчĕсем хĕл каçнă пулсан та вилсе пĕтме пултараççĕ. Пирĕн, утарçăсен, пыл хурчĕсене хăтарса хăвармалла. Паянхи кун хурт-хăмăр лавккинче инвертлă сироп тата перга пур. Мĕн-ха вăл инвертлă сироп; Хурт-хăмăрçăсене ăнланмалла каласан — вăл питĕ усăллă, хатĕр апат. Ăна кормушка çинчен илмелле те организмне хавшатмасăр хăйсене кирлĕ пек апата куçарса ячейкăсене хумалла, ун хыççăн ăна хăйсен çимелле е çăвăрсене çитермелле.
Унсăр пуçне кашни вĕллене малтанлатса 200—300-шер грамм перга парса пулăшмалла. Çакăн пек тусан вĕлле хурчĕсене кăçалхи çул аталанса кайма пысăк пулăшу пулĕччĕ. Ун пек тумасан хĕл каçнă хуртсем хăйсен вырăнне çамрăк вĕлле хурчĕ хăварайман пирки çемье пĕтсе ларма пултарать. Ахаль сахăр сиропĕ парсан ăна вĕлле хур-чĕсен хăйсене кирлĕ пек туса çитермелле, хатĕр апата куçармалла. Хатĕр апата куçарма нумай вăй тата вăхăт кирлĕ. Çанталăк сивĕ тăнă пирки çут çанталăкран çĕнĕ пыльца та кĕмест.
Çак йывăрлăхсене шута илсе кăçалхи çул хуртсене сыхласа хăварса кашни вĕллерен пыл илессине чакарас, кăнтăр районĕсенче юлашки çулсенче тунă çитĕнÿсене çухатас марччĕ.
Источник: "Каçал Ен"