АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăхлă вăрлăх ăнăçлă тухăç патăр

27 апреля 2011 г.

Кĕçех уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче, дача лаптăкĕсенче çурхи ĕçсем пуçланаççĕ. Малтанах шутласа хунă çĕр лаптăкĕсем çине пахча çимĕç е ытти культурăсем акаççĕ. Хăш-пĕр вăрлăха хатĕрленĕ те. Çапах та вĕсем çителĕксĕр пулнипе çĕннисене туянма тивет. Сезон уçăлнă май магазинсенче, суту-илÿ точкисенче тĕрлĕ вăрлăх сĕнеççĕ. Уйрăм çынсем те хăйсем хатĕрленисене сутма тухнă. Сутуçăсем пурте вăрлăх пахалăхлă пулнине ĕнентерме тăрăшаççĕ. Чăннипех те пахалăх енчен тивĕçтереççĕ-ши вĕсем? Ветеринарипе фитосанитарин федераллă службин управленийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ вăл е ку вăрлăха туяннă чухне тимлĕрех пулмаллине асăрхаттарать. Федераллă саккунра вăрлăхсен пахалăхĕ тата сорчĕ пирки çирĕплетекен документсем пулмаллине çырса çирĕплетнĕ. Вĕсене патшалăх реестрне кĕртсе усă курма ирĕк панă.

Пĕчĕк пакетсене хунă вăрлăхсен этикеткисем çинчен мĕн вуласа пĕлме пултаратăр-ха?

Чи малтанах унта вăрлăха сутакан организацин (фирмăн) адресĕпе телефонĕ, ку культурăн ячĕ, сорчĕ (вăл реестрпа килĕшÿллĕ пулмалла) стандарта пăхăннине, сортпа пахалăх пирки кăтартни, парти номерĕ, пакетсен виçи е вăрлăха пайăррăн çырни, сутлăх виçине палăртни пулмалла.

Саккун тăрăх вăрлăх сутакан организацисен, уйрăм çынсен ултав çулĕ çине тăмалла мар. Ун пек тĕслĕхсем пулсан явап тыттарĕç. Йĕркене пăсса пахалăхсăр, патшалăх реестрне кĕртмен вăрлăх сутнă тĕслĕхсене асăрхасан ветеринарипе фитосанитари надзорĕн федераллă службин Чăваш Республикинчи уйрăмне 8(8352) 52-80-33, 62-13-22 номерсемпе шăнкăравлама пултаратăр. Çавăн пекех Шупашкар хулинчи Крупская ячĕллĕ урамри 9-мĕш çурта кĕрсе тухма сĕнетпĕр.

Пахалăхлă вăрлăх туянса тухăçлă çимĕç туса илмелле пултăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика