АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайри пулма килмен Туркай тĕнчене

27 апреля 2011 г.

Пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕрĕн, чăваш халăх поэчĕн Валери Туркайăн 50 çулхи юбилейне халалланă мероприятисем районта чылай пулчĕç. Вĕсенчен чи анлăраххи — апрелĕн 22-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану çуртĕнче иртнĕ музыкăпа поэзи каçĕ. Унта Туркайăн сăввисене кăмăллакансем, шкул ачисем пуçтарăнчĕç.

Валерий Владимировича чăн малтан ентешĕсем саламларĕç. Сăвăçăн аслă учителĕ Анфиса Ласточкина ăна чăваш сăмахне, литературине юратма вĕрентнĕ, сăвă хайлас çула уçса панă. Анфиса Ильинична халăх поэчĕн темиçе сăввине вуласа пачĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн директорĕ Л.М.Макарова, ял библиотекарĕ Л.А.Мукшина тата шкул ачисем саламларĕç.

Юбиляра ырă сунма сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Б.М.Каринкин Валери Туркая Хисеп грамотипе тата парнепе чысларĕ. «Урожай», «Родина» хуçалăхсен ертÿçисем А.Н.Ершовпа А.Е.Потемкин вара салам сăмахĕсем каланă хыççăн поэтăн юратнă юррине — «Вĕç, вĕç, куккука» шăрантарчĕç. Библиотека ветеранĕсем З.Н.Григорьевăпа Г.В.Любимова та кăмăлтан хутшăнчĕç çак уява.

Хырай Ĕнел, Шурут, Комсомольски 2-мĕш, Хирти Мăнтăр вăтам, Хирти Явăш тĕп шкулĕсенче вĕренекенсем В.Туркайăн тĕрлĕ вăхăтра хайланă сăввисене чуна пырса тивмелле вуларĕç.

Валери Туркайăн сăввисемпе хывнă юрăсем те янрарĕç залра. Вĕсене Н.Маргиданов, И.Портнов, В.Потапова, О.Александрова, А.Можаева шăрантарчĕç. «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн репертуарĕнче те ентешĕмĕрĕн «Те ĕçсессĕн лайăх, те сыпса парсан» сăввипе Георгий Перьев кĕвĕленĕ юрă пур. «Кубняночка» вокал ансамблĕ те юбиляра илемлĕ юрăсем парнелерĕ.

Валери Туркай вара куракансене хăйĕн çĕнĕ сăввисемпе паллаштарчĕ, хут купăспа тĕрлĕ кĕвĕ шăрантарчĕ. Çакăн пек кăмăллă уяв туса панăшăн тав турĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика