27 апреля 2011 г.
Çăкăр пĕçерекенĕн ĕçĕ ĕмĕрех пархатарлă пулнă. Унта ĕçлекен яланах хисепре шутланнă.
Район центрĕпе пынă чух сăмсана кăтăклакан тутлă çăкăр шăршине пурте туйнă ĕнтĕ. А.А.Степанов предприниматель йĕркеленипе маттур та пултаруллă хĕрарăмсем чылай çул тутлă çăкăр пĕçереççĕ. Çак ĕçе пекарня заведующийĕ Н.П.Дьяконова ертсе пырать. Çăкăрăн «Дарницкий» сорчĕ районти тĕрлĕ ялсенчи магазинсене саланать.
Çăкăр пĕçернĕ çĕрте 10 çула яхăн Е.П.Емельянова тăрăшать. Елчĕк хĕрĕ пулнăскер, Çĕнĕ Сĕнтĕр каччипе пурнăçне çыхăнтарсан Комсомольскине куçса килнĕ. Елена Петровна коллективра кăна мар, кÿршĕ-аршăра та, ял-йышра та пысăк хисепре. «Пирĕн вăхăтра çăкăр пĕçерме кашни хĕр качча кайичченех пĕлнĕ. Аннесемпе, асаннесемпе танах тăрса кукăль, хуплу тума вĕреннĕ. Хальхи çамрăксем урăхларах çав. Ытларах магазинтан илме тăрăшаççĕ»,— тет вăл тин пиçсе тухнă çăкăрсене çÿлĕк çине вырнаçтарнă май.
Сменăра Е.Емельяновăпа пĕрле Надежда Максимова, Ирина Лаврушкина тата Марина Жукова ĕçлеççĕ. Килĕшÿллĕ коллективра ĕç те кал-кал пырать.
«Çăкăр пахалăхĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?»— кăсăклантăм эпĕ. «Çăнăх сортĕнчен нумай килет. Ку — пĕрремĕш сăлтавĕ. Поставщиксем илсе килнĕ çăнăха малтанах пĕçерсе пăхатпăр. Енчен те пахалăхĕ тивĕçтереймесен каялла ăсататпăр. Иккĕмĕшĕ вара — ĕçе чунтан юратса тунинче»,— хуравларĕ Наталья Петровна.
Юлашки çулсенче кунта ырă улшăну чылай пулнă. Çăкăр пĕçермелли çĕнĕ оборудовани туянса вырнаçтарнă. Ĕç условийĕсене те лайăхлатнă. Çăкăр пахалăхĕ ÿсни те куç кĕретех.
Источник: "Каçал Ен"