АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи маттуррисем

27 апреля 2011 г.

Александровка тĕп шкулĕнче иртнĕ кунсенче 7—9-мĕш классем хушшинче «Чи маттуррисем» ятлă ăс-тăн вăййи иртрĕ. Ăна Н.Безрукова вĕрентекен йĕркелерĕ.

Ăмăртура арçын ачасен тата хĕр ачасен ушкăнĕсем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç, темăсемпе хатĕрленĕ ыйтусене хуравларĕç. Çавăн пекех кроссвордсемпе «сăмах футболĕн» тупсăмĕсене, шÿтлĕ ыйтусене шĕкĕлчерĕç.

Тупăшура вĕренекенсем чăваш чĕлхине аван пĕлни палăрчĕ.

Вăййа пĕтĕмлетнĕ хыççăн арçын ачасем — Алексей Пудовкин, Николай Николаев, Игорь Ефимов (9-мĕш класс), Игорь Мухин, Николай Кокшин (8-мĕш класс) чи маттуррисем пулчĕç, хĕр ачасене 24:23 шутпа çĕнтерчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика