АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрнери ĕçсене палăртрĕç

27 апреля 2011 г.

Район администрацийĕнчи тĕрлĕ структурăсен, ял поселенийĕсен ертÿçисемпе кашни тунти кун пулакан канашлура пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухаççĕ. Апрелĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ планеркăра май уйăхĕнче çитекен уявсене хатĕрленесси, район центрĕнчи, ялсенчи урамсене тирпейлесси, пушар тата шыв çывăхĕнчи хăрушсăрлăх, ытти çинчен калаçу пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков Çĕнтерÿ уявĕ умĕн вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксене йĕркене кĕртмелли, вăрçă ветеранĕсене пулăшсах тăмалли пирки аса илтерчĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче районти физкультурăпа спорт комплексне хута яма палăртнă. Çав вăхăтчен ун таврашĕнче йĕрке тума Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхне Петр Силивестрова хушу пачĕ.

Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Николай Максимов ачасен çуллахи канăвне мĕнле йĕркелеме палăртнипе паллаштарчĕ. Шкулсем çумĕнчи ĕçпе кану лагерĕсенче канма 726 путевка хатĕрлеççĕ. Хула тулашĕнчи лагерьсенче вара 3 сменăпа 122 ача канма пултарĕ.

РФ 261-ФЗ саккунĕпе килĕшÿллĕн пур предприятипе организацири объектсен те энергетика паспорчĕ тумалла. Çак ыйтупа канашлăва пухăннисем умĕнче энерготĕпчев тума лицензи илнĕ предприяти специалисчĕсем калаçрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика