23 апреля 2011 г.
Чернобыльти атомлă электростанцире хăрушă сирпĕнÿ пулнă. Çавна пула реактор йăлтах юрăхсăра тухнă. Тĕрлĕ пÿлĕмсенче вут-çулăм алхасма тытăннă. Тавралăха радиоактивлă япаласем — уран, плутони, йод 131, цезит 134 тата 137, стронций 90 сарăлма пуçланă.
Ку авари СССР историйĕнче чи хăватли пулнă. Экономика тăкакĕ тата ăна пула сиенленнĕ, вилнĕ тĕслĕхсене шута илсен тĕнчери ядерлă энергетикăра пулнă капашсăр пысăк инкек тесе хаклаççĕ. Малтанхи виçĕ уйăхра çеç унта 31 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Çĕршер çын радиаципе сиенленнĕ. Юлашки 10—15 çулта 60—80 çын пурнăçран уйрăлнă. Атомлă электростанци вырнаçнă вырăнтан (30 километр йĕри-тавра) 115 пин ытла çынна эвакуациленĕ. Авари хыççăнхи пулăмсене пĕтерес енĕпе 600 пин çын ытла кĕрешнĕ. Вĕсем хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр хăрушă зонăра пулнă. Чернобыльти атомлă электростанцири аварие пĕтерме пирĕн район çыннисем те хутшăннă.
Хăрушă авари пулнăранпа кăçал 25 çул çитет. Çулсем иртсен те çак инкекĕн йĕрри çут-çанталăкра та, çынсенче те çухалман-ха.
Источник: "Каçал Ен"