23 апреля 2011 г.
Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Каçал» халăх фольклор ансамбльне районта çеç мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Халăх юратăвне, чыс-хисепе вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе çĕнсе илнĕ. Апрелĕн 15-мĕшĕнче вара «Каçал» ансамбле пуçарса янăранпа 10 çул çитнине паллă турĕç. Çак кун умĕн вĕсем хамăр районта çырса илнĕ 32 юрра çыртарнă диск кăларма пултарчĕç.
Ансамбль членĕсемшĕн çеç мар, куракансемшĕн те çак кун чăн-чăн уяв пулчĕ, мĕншĕн тесен артистсем пысăк концертпа савăнтарчĕç. «Каçалсене» саламлама ытти çĕртен те хăнасем йышлăн килнĕ. Пирваях район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Борис Каринкин салам сăмахĕсемпе сцена çине тухрĕ. Вăл ансамбле хуткупăс парнелерĕ, чылай çул çÿрекенсене район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ. Пирĕн чаплă ентешĕмĕр, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ, «Уяв» фольклор ансамблĕн ертÿçи Зинаида Козлова та иртнĕ кунсенче çуралнă кунне паллă турĕ. Культура аталанăвне хывнă тÿпине палăртса Б.Каринкин Зинаида Алексеевнăна та Хисеп грамоти тата хаклă парне пачĕ. Культура пайĕн пуçлăхĕ Василий Васильев вара «Каçал» ансамбле Ульяновскра июнь уйăхĕнче иртекен Пĕтĕм чăвашсен Ака туйне кайма путевка пачĕ.
Шупашкартан килнĕ хăнасем те «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн пултарулăхне пысăк хак пачĕç. Çакна вырăнти артистсене Чăваш наци конгресĕ Хисеп хучĕ пани те çирĕплетрĕ. Хисеп хутне ансамбль ертÿçине Владимир Павлова панă май Геннадий Максимов, «Хыпар» хаçат тĕп редакторĕн çумĕ, вĕсене малашне те ăнăçусем сунчĕ, районти çакăн пек пултаруллă çынсемпе мăнаçланнине пĕлтерчĕ. Ун сăмахĕ çумне «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ Маргарита Ильина та хутшăнчĕ, куракансене илемлĕ юрăсем парнелерĕ. Çавăн пекех чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи тата унăн йăмăкĕ Альбина Юрату, Ольга Луковăпа Полина Борисова, Наташа Михайлова юрăçсем те çепĕç юрăсем шăрантарчĕç.
Кун пек уявсенчен ĕçтешсем айккинче юлмаççĕ паллах. Юбилей савăнăçне каçалсемпе пайлама Патăрьел тата Элĕк районĕсенчи «Шуçăм» тата «Валинкке» халăх фольклор ансамблĕсем те килсе çитнĕ. Вĕсем те хăйсен юрри-ташшипе куракансене савăнтарчĕç. Урмаелĕнчи «Мишар» тата Тукайри «Шурăмпуç» ансамбльсем юрă-ташăпа саламларĕç.
Уяв программине ЧР халăх пултарулăх çурчĕн методисчĕ Татьяна Николаева тата Чăваштелерадиовещани дикторĕ Владимир Тимофеев килĕшÿллĕ ертсе пычĕç.
«Каçал» ансамбль ертÿçи В.Павлов уява йĕркелесе ирттерме пулăшнă пĕтĕм çынна, Ш.А.Ахметов, С.Я.Сафиуллина, Г.В.Фасхутдинов, И.Т.Ямалиев, Е.А.Карпеева спонсорсене, «Аксар» студие тав сăмахĕ калать.
Источник: "Каçал Ен"