23 апреля 2011 г.
1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче Украина хулинчен, Киевран 130 километрти Чернобыльтен аякрах мар вырнаçнă атомлă электростанцире Çĕр чăмăрĕ çинчи пĕтĕм çĕр-шывсене хумхантаракан технологи катастрофи пулнă. Çĕрле, 1 сехет те 23 минут та 40 çеккунтра, станцин 4-мĕш энергоблокĕ сирпĕнсе кайнă. Радиаци тусанĕ станци патĕнчен çилпе пиншер ытла километра сарăлнă. Ăна Германире, Швецире, Великобританире тата ытти çĕр-шывсенче те туйнă. 600 пин çын радиацин пысăк дозине илнĕ. Чăн малтан катастрофăна радиацирен хÿтĕленмелли тумсемсĕрех пушар чаçĕсем çитнĕ.
Çак авари пулнăранпа 25 çул çитнĕ кунсенче эпĕ В.Е.Козловпа тĕл пултăм. Вăл 1986 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕччен катастрофăна путлантарса хурас ĕçсене хутшăннă. Валерий Ефимович кăçалхи июнĕн 17-мĕшĕнче 60 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленет.
— Мĕнле хăрушлăхра пулнă иккен эпир,— пуçларĕ хăйĕн аса илĕвне Валерий Ефимович. — Çакă ман ăнланăва паян та туллин кĕрсе çитмест. 1986 çулхи августăн 19-мĕшĕнче пире Оренбург облаçĕнчи Тоцкри полигона илсе çитерчĕç. Салтак тумне тăхăнтăмăр. Вара вĕренÿ тапхăрĕ пуçланчĕ. Занятисем уйрăмах радиацие хирĕç кĕрешесси тата унран мĕнлерех сыхланасси пирки пулчĕç. Унтан пысăк техникăпа (экскаватор, бульдозер) паллаштарчĕç, кашнийĕ ĕçлесе пăхрĕ. Вара...
Комсомольскинчен улттăн çак хăрушлăхра пултăмăр. Мĕнле-ха эпир хăрамасăр тухса кайнă? Патриотизм туйăмне малти вырăна хунă пулĕ ĕнтĕ. Станислав Горбунов, Авенир Иванов, Владимир Порядков, Анатолий Сятмин, Николай Чапрасов тата эпĕ катастрофа хăрушлăхне кĕрсе кайрăмăр. Çак тапхăрта Урмаел каччи Рафик Фасхутдинов та кунта çар тивĕçне пурнăçланă.
Оренбургран пире Украинăна илсе çитерчĕç. Кам кăна çукчĕ пулĕ кунта пирĕн çĕр-шывран; Атомлă станцинчен 20 километрта пурăнаттăмăрччĕ. Малтан экскаваторпа, унтан бульдозерпа çак станцинче ĕçлерĕмĕр. Авенир Иванов водительте тăрăшрĕ. Уйăх ытларах кăна эпир çакăнта пултăмăр. Анчах пиртен кашниншĕн çавăнтанпа пурнăç илемĕ çухалчĕ.
Станислав Горбуновпа Анатолий Сятмин пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Ыттисем те, эпĕ те хамăра çăмăл туятпăр тесе калаймастпăр. Маларахри вăхăтсенче санаторисене канма, сывлăха кăштах çирĕплетме каяттăмăр. Паян çав путевкăсем çинчен манчĕç. Тÿлевсĕр эмелсем илсе курман, вĕсем пирĕншĕн яланах çук. Пĕртен-пĕр Шупашкарти çар госпиталĕ пулăшу парса пырать,— вĕçлерĕ калаçăва Чернобыль ветеранĕ.
Источник: "Каçал Ен"