АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сăмах парăр» конкурс пулать

23 апреля 2011 г.

Вăл районти библиотекарьсем хушшинче апрелĕн 27-мĕшĕ — майăн 27-мĕшĕсенче иртет. Район хаçатĕнче вĕсенчен хăшĕ чи лайăх статья, очерк тата ытти материал çырнине жюри палăртать. Мĕн çинчен çырма пултараççĕ-ха пирĕн библиотекарьсем? Чи малтан — библиотекарь профессийĕ çинчен, хăй ĕçлекен библиотека, вулакансем, çын пурнăçĕнче кĕнеке пĕлтерĕшĕ мĕнле вырăн йышăнни пирки. Библиотекăпа çыхăннă ытти ыйтусене те хускатма пултаратăр. Район хаçатĕнче тухнă материалсене оргкомитета (председателĕ — М.Мокеева) майăн 25-мĕшĕччен тăратмалла. Конкурса майăн 31-мĕшĕнче пĕтĕмлететпĕр. Чи лайăх çырнисенчен виççĕшне жюри асăнмалăх парне парать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика