23 апреля 2011 г.
Апрелĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем «Ача тата çемье» операци ирттерчĕç. Çак тапхăрта вĕсем шкулсенче, ача сачĕсенче тĕл пулусем, калаçусем йĕркелерĕç.
Милици инспекторĕсем операци вăхăтĕнче ăнăçсăр 17 çемьере пулчĕç тата 2 çемьене учета тăратрĕç. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн Административлă Кодексăн 5.35 статйипе килĕшÿллĕн 1 çыннăн явап тытма тивнĕ. Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа 61 ашшĕ-амăшне административлă майпа айăпланă. Çавăн пекех çул çитмен ачана эрех-сăра сутнăшăн пĕр суту-илÿ ĕçченне АК-ăн 14.16 статйипе явап тыттарнă.
Источник: "Каçал Ен"