20 апреля 2011 г.
Чăвашсем мĕн авалтан ывăл çуралсан: «Салтака юрăхлă пултăр»,— тенĕ. Çарта пулманнисене чăн-чăн арçын вырăнне хуман, ун пеккисемпе хĕрсем те туслашма тăрăшман.
Комсомольскинче пурăнакан Зинаида Валерьевнăпа Станислав Николаевич Ксенофонтовсем çак кунсенче савăнăçлă хыпар илчĕç.
Вĕсен ывăлĕ Павел паянхи кун — Новочеркасскри çыхăну çар академийĕн курсанчĕ. Вăл маттур курсант пулнине академи филиалĕн начальникĕ Е.Харченко полковник çирĕплетсе çыру янă. Унта П.Ксенофонтов çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани, вĕренÿре тăрăшуллă пулни пирки пĕлтернĕ. Юлташĕсем тата командирĕсем ăна хисеплени, пуриншĕн те тĕслĕх пулни çинчен асăннă. Çакăн пек савăнăçлă çыру Павел Ксенофонтов пирки Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн директорĕ ячĕпе те килнĕ.
П.Ксенофонтов Комсомольскинче çуралнă, кунти 1-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ. Ун чухнех Паша нумай пĕлме, тавра курăмне тăтăшах анлăлатма тăрăшни сисĕннĕ.
Павела лайăх пĕлекен çынсем, ашшĕпе амăшĕ вăл пĕчĕклех сывлăх енчен тĕреклĕ, техникăпа кăсăкланакан ача пулнине палăртаççĕ.
Çĕр-шыва юрăхлă, маттур ывăлпа Ксенофонтовсен мухтанмалăх пур.
Источник: "Каçал Ен"